Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ачасем йĕркеллĕ шкулта вĕренччĕр (Ахрăм: «Ухмахсен» шкулĕнче)

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра (10-11 №№) М.Васильев журналистăн «Ухмахсен» шкулĕнче» вирлĕ статйи пичетленсе тухрĕ, автор нумай çынна канăç паман ыйтăва хускатать. Ку сериалăн хăш-пĕр пайĕсене эпĕ те пăхкаларăм, анчах усăллине нимĕн те курмарăм.
3-мĕш сери хыççăнччĕ пулас, Максим Шевченко ертсе пыракан «Судите сами» передача эфира тухрĕ. Ятарласа пăхрăм «Школа» сериал тавра йĕркеленĕ кăларăма. Студие пуçтарăннă депутатсемпе журналистсем (вĕсенчен чылайăшĕ шкулсенче ĕçленĕ) тÿрех икĕ ушкăна уйрăлчĕç, хĕрÿ тавлашу пуçланчĕ: пĕрисем сериала халех малалла кăтартма чарасшăн, теприсем кăтартма хирĕç мар. «Кунашкал шкула эпĕ хамăн ачана вĕренме ямастăп», - тесе вĕçлерĕ М.Шевченко юлашкинчен хăйĕн сăмахне.
Ман шутпа, режиссер хăйĕн ĕçне тунă, ăна мĕнле йышăнса хак парасси, пĕтĕмлетÿсем тăвасси куракансенчен килет. А.П.Чеховăн «Человек в футляре» хайлавĕ те хăй вăхăтĕнче сенсаци пулнă пулĕ. Н.В.Гоголĕн «Ревизор» комедине те сцена çинче лартма чарнă. «Школа» сериал шкулсенче тĕл пулакан мĕнпур çитменлĕхе, пăтăрмахлă пулăмсене пĕтĕмпех ваккăн-тĕвеккĕн, татăкăн-кĕсĕкĕн, унтан-кунтан пĕр çĕре пуçтарса, çăра сăрăсемпе кăтартать. Мăшкăлтăк шывĕпе тулнă витрене тула кăларса тăкнă евĕр. Сериал моралĕ çакă пуль тетĕп: кирлĕ мерăсем йышăнăр, йĕрке тăвăр! «Школа» сериала ăсталакансем гипербола тата гротеск мелĕсемпе пултарнă таран анлă усă курнă, нимĕн те калаймăн. Ăсталăха ырă ĕçре кăтартасчĕ.
М.Васильевăн «Ухмахсен» шкулĕнче» статйи хыçне Л.Мельник художникăн карикатурăллă ÿкерчĕкне вырнаçтарнă. Ку та «Школа» сериал ретĕнчиех.
Çамрăксене вĕрентсе ăспа воспитани парасси кăткăс ĕç. Пирĕн шкул «ухмахсен» шкулне ан çаврăнтăр, пирĕн ачасемпе мăнуксем ун пек шкулсенче ан вĕренччĕр. Тĕтре сирĕлсе пытăр. Шкул системинче ĕçлекенсене вăй-хал, тĕреклĕх, çирĕп сывлăх, çутлăх, савăнăçпа телей сунатăп.


"Çĕнтерÿ çуле"
03 февраля 2010
00:00
Поделиться
;