Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чи хаклă приз - сывлăх тата лайăх кăмăл

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн халăха массăллă спортпа туслаштарас ĕçне социаллă пĕлтерĕшлĕ сывлăх программипе танлаштарсан та йăнăш мар. Хăй историнче вăл вуншар рабочипе уйрăм çынна сывлăхлă тĕрĕс çул çине тăма пулăшнă.
 «Химик-Август» команда акă республикăн футбол историне унччен пулман ÿсĕмпе кĕрсе юлчĕ - 1943 çулхи Вăрнар химикĕсен чапне тавăрса Чăваш ен Кубокне пилĕк çул харăс çĕнсе илме пултарчĕ. Чăваш Республикин футбол федерацийĕн йышăнăвĕпе вăл халĕ яланлăх ертсе пыракан предприятин Ĕç мухтавĕн музейĕнче упранать.
Предприяти тулашĕнче вуншар тĕспе иртекен хĕллехи тата çуллахи спартакиадисем тата;! Завод управленийĕн, цехсен ĕçченĕсем вĕсенче яланах хастарлăхпа палăраççĕ. Вырăнта туптаннă ăсталăх пысăкрах çитĕнÿсем те тума май парать, ахальтен-и, кунта тимлекенсем районти, республикăри спорт мероприятийĕсен çĕнтерÿçисем пулса тăраççĕ.
Ку кăна-и; Завод темиçе çул ĕнтĕ Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкула шефа илнĕ, темиçе çул ĕнтĕ кунта пĕлÿ илекенсене пурнăçăн чи кирлĕ енĕпе - спорт стилĕпе - пурăнма хăнăхтарать. Иртнĕ шăматкун «Химик» стадионра çаврăннă спорт мероприятийĕсем те çакна яр уççăн çирĕплетрĕç. Шăпах çак кун вĕренекенсем кунта хăйсен спортри ăсталăхĕпе пултарулăхне кăтартма пултарчĕç.
Тĕрĕссипе, çак спорт уявĕ шартлама сивĕсем тăнăран хăйĕн тусĕсене эрне каярах пуçтарчĕ. Çанталăкĕ ку кун та ытлашши савăнтармарĕ-ха, витĕр касакан çил мероприятие урăх куна куçарас ыйтăва каллех хускатрĕ. Анчах ачасем сивĕрен вăйлăрах пулчĕç, класăн-класăн тăрса тупăшусене хутшăнма хатĕррине пĕлтерчĕç. Ярăнма илĕртекен яп-яка каток та, ялавсемпе вĕлкĕшекен спорт площадкисем те, илемлĕн янăракан кĕвĕ-юрă та вĕсене ăмăртусен юхăмне ыткăнма йыхăрчĕ пулинех.
Сывлăх кунĕнче, ăна Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн 80 çулхи юбилейне халалларĕç, никам та ахаль тăмарĕ, ăмăртусем харăсах темиçе площадкăра пычĕç. 9-мĕш класра вĕренекенсем акă конькипе чупса ăмăртрĕç. Аслă классем йĕлтĕр спортĕнче хăйсене тĕрĕслерĕç. Кĕçĕн классем канат туртрĕç, вăтаммисем хаваслă эстафетăра, футболта тата ытти тĕссенче тупăшрĕç. Кашни тĕсре çĕнтерÿçĕсене асăнмалăх парне - ятарласа хатĕрленĕ илемлĕ Кубок - кĕтрĕ.  
- Тата пысăкрах ăмăртура палăрма ăнăçу, хавхалану сунатăп, - терĕ «Август» Фирма» акционерсен хупă обществин «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников конькире çĕнтернисене саламланă май. Вăл сывлăх кунĕнче çамрăк, пуçлакан спортсменсемпе юнашар пулнине курма уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Ертÿçĕн хăйĕн те интересĕ пур, паллах, - сывă ăру предприятисен, район-хуласен ăнăçлăхĕ, пуласлăхĕ-çке! Çавăнпах ĕнтĕ Владимир Васильевичăн спорта пулăшас пуçарулăхĕ çивĕчлĕхне чакармасть-ха.
Заводăн социаллă тивĕçтерÿсен пайĕн пуçлăхĕн, «Химик» спорт клубĕн председателĕн Евгений Захаровăн тăрăшулăхне те - чи ырă сăмахсем кăна. Сăнанă тăрăх, вăл кирек мĕнле шайри, сферăри мероприятие те вăл чĕрĕлĕх, кăсăклăх кĕртме пултарать. Йĕркелÿçĕ ĕçĕпе вара тепĕр вунă çынна та ирттерет. Хальхинче те, хăй чирленĕ пулин те, ăмăртусене çÿллĕ шайра ирттерчĕ кăна мар вăл (ку ĕçре ăна В.Львов, И.Савин, Р.Салахутдинов, А.Иванов пулăшрĕç), хăй те старта хутшăнса ырă тĕслĕх кăтартрĕ.
- Сывлăх кунĕ эпир хамăр ума лартакан чи çивĕч те пĕлтерĕшлĕ ыйтăва татса парассипе пысăк утăм тума пулăшнине курса ĕнентĕмĕр. Çакнашкал мероприятисем çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕрки чи тĕрĕсси пулнине туйса илме, ăша хывма май параççĕ. Ăмăртусене ашшĕ-амăшĕсене  те хутшăнтарассине ырă ĕмĕтпе программăна кĕртрĕмĕр. Вĕренÿре те, спортра та вĕсемпе пĕрлешсе ĕçленинчен пахараххи çук. Ывăл-хĕрĕшĕн чи малтанах вĕсем тĕслĕх пулса тăраççĕ-çке, ырă ĕçсене - çав шутра, паллах, спорта та - ытларах явăçма хăнăхтараççĕ, - терĕ Евгений Анатольевич çакнашкал спорт уявĕсене малалла тата та анлăрах ирттерессине пĕлтерсе.       
Икĕ сехете яхăн тăсăлнă спорт уявĕ ачасене те, ашшĕ-амăшĕсене те, вĕрентекенсемпе хăнасене те туллин канма май пачĕ. Çак кун кашниех чи хаклă приза - сывлăхпа лайăх кăмăл-туйăм - çĕнсе илме пултарчĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
03 февраля 2010
00:00
Поделиться
;