Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

МУХТАВЛĂ ЕНТЕШĔМĔР ВАСИЛИЙ КУЗНЕЦОВ (Аслă Çĕнтерÿ: 65 çул)

Алăпа пичетленĕ çак кĕнекене редакцие Кĕçĕн Кипекре пурăнакан Римма Тимофеевна Медведева пенсионерка илсе килчĕ. «Кĕнекене акайăн, Феодосия Тимофеевнан, мăшăрĕ çырнă, - пĕлтерчĕ вăл. - Вăрман Кипекре çуралса ÿснĕ Василий Ефимович Кузнецов республикăра паллă çын пулнă, вăрçă вучĕ витĕр тухнăскер, тĕрлĕ районта парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче, Шупашкарта пысăк ĕçре тăрăшнă. Ун çинчен хаçатра çырса кăтартсан тем пекехчĕ те...»
Самаях хулăм кĕнеке «Асаилÿсем, шухăшсем» ятлă. Автор ăна вырăсла çырнă. Василий Ефимович Кузнецов - Чăваш Республикин общество тата патшалăх деятелĕ. Шăпа пирĕн ентеше çамрăклах тĕрлĕ районсенчи пысăк ĕçе çавăрса кĕнĕ, тен, çавăнпа ăна Вăрнар тăрăхĕнче ытлашши пĕлсех каймаççĕ. Кĕнекене вуланă май куç умне хамăр республикăн, çĕршывăн чăн-чăн патриочĕн сăнарĕ яр уççăн тухса тăрать. В.Кузнецов чăннипех пултаруллă ертÿçĕ, сăпайлă, принциплă, питех те лайăх çын пулнине чĕререн туйса илетĕн.
Хăйĕн аса илĕвĕсене Василий Ефимович çитмĕл тăххăрта çырнă. «Халĕ манăн çулсем, - тенĕ вăл, - каялла çаврăнса пăхма, утса тухнă çул-йĕре тишкерме ирĕк параççĕ». Кĕнекене автор темиçе пайран йĕркеленĕ: Кузнецовсен йăх-несĕлĕ, ачалăхпа шкул çулĕсем, Челябинск облаçĕнчи тапхăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи т. ыт. те. Асра юлмалли кăсăклă тĕслĕхсем те чылай илсе кăтартнă.
Пурăннă пулсан В.Кузнецов кăçалхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче 90 çул тултармаллаччĕ. Шел, сакăр çул каялла вăл пирĕнтен уйрăлса кайнă. Вулакансене мухтавлă ентешĕмĕрĕн асаилĕвĕсемпе тата шухăшĕсемпе кĕскен паллаштарасшăн.
Мĕнле тата хăçан пуçланса кайнă-ха Кузнецов хушамат; Василий Ефимовичăн ашшĕ, Ефим Васильевич, 1914 çулта хăйне патша çарне хĕсмете илнĕ чухне йышăннă иккен ăна. Унăн мăн аслашшĕ Вăрман Кипек тăрăхĕнчи чаплă тимĕрçĕ пулнă. Çавăнпах унăн ачисемпе мăнукĕсем çумне «тимĕрçĕ» сăмах çирĕп «çыпçăннă».
Хăйĕн асаилĕвĕсене çырма хатĕрленнĕ май Василий Ефимович чылай вăхăт тĕрлĕ архивсенче ларнă, тăван ял тата шкул историйĕпе кăсăкланнă. «Çакна пĕлме май килчĕ, - çырать вăл. - 1900 çулта Вăрман Кипекре пурĕ 446 çын пурăннă, вĕсенчен 217-шĕ - арçынсем, 229-шĕ хĕрарăмсем. Ялта 84 кил-хуçалăх шутланнă. Çапла, кашни çемьене вăтамран 5,5 çын лекнĕ. Вăт мĕнлерех нумай ачаллă çемьесем пулнă ун чухне».
Василий Ефимович Кузнецов хресчен çемйинче çуралнă. Пилĕк ачаран асли пулнă. Ашшĕ, Ефим Васильевич, хăйĕн пĕтĕм пурнăçне хресчен ĕçне халалланă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче паттăррăн çапăçнă, Георгий хĕресĕпе медале тивĕçнĕ. Çав çулсенче вăл ялта патшалăхăн икĕ наградиллĕ пĕртен-пĕр çын пулнă. «Патша наградисем тенĕрен, кăмăла самаях хуçнă пĕр тĕслĕх аса килет, - çырать Василий Ефимович. - Эпĕ ун чухне саккăрта е тăххăрта пулнă.Пирĕн ялта ырă мар, питĕ хăрушă çын - Яков Абрамов - пурăнатчĕ. Çавскер пĕррехинче аттене урамра тĕл пулнă та унăн патша наградисем пурришĕн тулхăрма тытăннă, эсĕ патшашăн çапăçнă, çавăнпа Совет влаçĕ умĕнче явап тытма тивет тесе епренĕ. Атте çав тери хытă кулянчĕ, куççулĕ юхса аннине те лайăх астăватăп. Каярахпа атте çав наградăсене таçта питĕ тĕплĕ пытарса хунă. Аллăмĕш çулсенче пулас, вĕсене шыраса тупма, Раççей патшалăхĕн хăюллă хÿтĕлевçи тата паттăрĕ пулнине çирĕплетекен Георгий хĕресĕпе медале мăнаçланса çакса çÿреме сĕннĕччĕ. Анчах ăçта чиксе хунине ниепле те аса илеймерĕ. Çапла, патша наградисем халĕ те таçта выртаççĕ».
Амăшĕ, Акулина Константиновна, питĕ ĕçчен те сăпайлăскер, çынсене ялан ырă тума тăрăшнă. Хăш-пĕрисем пек чăркăшма, элек сарма юратман, кÿршĕ-аршă пирки нихăçан та усал каламан. Çавăнпах пуль Турри ăна вăрăм пурнăç парнеленĕ - 94 çула çитсе çĕре кĕнĕ.
Кузнецовсем хăйсен ачисене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă.
В.Кузнецов архив докуменчĕсене тĕпе хурса тăван ялти шкул пирки те тĕплĕн çырса кăтартать: «Вăрман Кипекри шкула çак ялти Петр Семенов 1887 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче пуçласа янă. Шкул Петр Семеновăн ултă кĕтеслĕ пÿртĕнче вырнаçнă пулнă. Ялта шкул уçни хутла пĕлмен халăха çутта кăларас тĕлĕшпе тунă çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пулса тăнă. Петр Семенов чăваш халăх просветителĕн И.Я.Яковлевăн ĕçри активлă юлташĕ пулнă тесе хăюллăнах çирĕплетмелле. Çак тĕслĕхе халăхăн, уйрăмах çамрăксен, пĕлмелле. 1918 çулта ялти шкул хупăннă. Унăн алăкĕсем вунă çултан тин тепĕр хут уçăлнă».
1928 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Василий Кузнецова çак шкулăн пĕрремĕш класне йышăннă. «Шкула хамăр урамран Василий Петров, Моисей Тимофеев, Константин Кошкин, Перасковья Алексеева тата ыттисем çÿреттĕмĕр. Пирĕн пĕрремĕш вĕрентекен - И.Н.Аксаев. Иккĕмĕш класран Услантăр Енĕшри А.Н.Никитин вĕрентнĕ. 5-7-мĕшсенче Н.Н.Максимов, А.В.Волкова, Д.А.Афанасьев (каярахпа Мĕтри Кипек чăвашсен паллă писателĕ пулса тăчĕ), И.Т.Тихонов, Н.М.Михайлов тата ыттисем пĕлÿ панă», - çырать Василий Ефимович. Ачана Илья Тихонович Тихонов историк урокĕсем уйрăмах хытă тыткăнланă, ăна вăл сывламасăр тенĕ пек итлесе ларнă. Истори предметне ĕмĕрлĕхе юратни шăпах çак вĕрентекенпе çыхăнчĕ тесе çирĕплетет автор. 1935 çулта Вăрман Кипекри колхоз çамрăкĕсен шкулне пĕтернĕ хыççăн В.Кузнецов Кĕçĕн Кипекри шкулта пĕлĕве малалла туптанă.
Виçĕ çултан тепĕр вунтăватă каччăпа хĕрпе пĕрле вăтам шкул пĕтернине çирĕплетекен аттестата алла илнĕ. Ашшĕпе амăшĕ ывăлне тата малалла вĕренме хистенĕ. Василий педагогика институтне суйласа илнĕ. «Лайăх астăватăп, - вулатпăр кĕнекери йĕркесене, - 1938 çулхи августăн 10-мĕшĕнче хĕвелпе пĕрлех вăрантăм. Анне çăкăрпа самаях пысăк катăк çу хатĕрлерĕ. Çапла, çитмĕл çухрăмра вырнаçнă Шупашкара çуранах тухса утрăм. Унччен эпĕ унта пĕрре те пулса курман. Çав кунах каç еннелле тĕп хулана çитрĕм. Пединститута шыраса тупрăм, общежитие вырнаçтарчĕç. Вĕренме кĕмелли экзаменсене ăнăçлă тытрăм, учительсен институчĕн истори факультечĕн пĕрремĕш курсĕн студенчĕ пулса тăтăм. Уйкас Кипек йĕкĕчĕ пĕр класри Михаил Иванов та çак института вĕренме кĕчĕ».
Паллах, ял ачисемшĕн çăмăл пулман хула пурнăçĕ. Стипенди çăкăр туянма кăна çитнĕ. Лекцисенчен ирĕклĕ вăхăтра каччăсем пристаньте тар тăкнă, баржăсем пушатнă. 1939 çулхи май уйăхĕн пуçламăшĕнче каллех ырă мар ĕç пулса иртнĕ. Василий Кузнецовпа Михаил Иванова институт директорĕ Нейман чĕнтернĕ. Вăл студентсене Вăрман Кипекри маларах асăннă Яков Абрамовăн çăхавне вуласа панă. Иккен, çак каччăсем тăван ялта майăн 1-мĕшĕ ячĕпе пухăннă митинга салатса яма хăтланнă-мĕн. Çакăншăн вĕсене институтран кăларса яма пултарнă. Директор пÿлĕмĕнче виççĕн пулнă. В.Кузнецовпа М.Иванов çăхавра хăйсем пирки сăрмакланă пĕр сăмах та тĕрĕс маррине пĕлтернĕ, эпир, чăн та, митинга хутшăннă, анчах вăл вĕçлениччен шыва кĕме кайрăмăр, тенĕ. Вĕрентекенсем кулса илнĕ, çакăнпа ĕç пĕтнĕ.
«Мала сиксе ÿксе çакна каласа хăварам-ха, - çырать В.Кузнецов. - 1952 çулхи мартăн пĕр кунĕнче манăн пÿлĕме хайхи Яков Абрамов кĕрсе тăчĕ. Эпĕ ун чухне партин Шăхасан райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче ĕçлеттĕм. Çавскер пĕлтернĕ тăрăх, вăл фронтра пулман-мĕн, пĕр облаçре тĕрме хуралĕнче тăрать. Кунта ăна килĕшмест иккен, тăван районта пĕр-пĕр ĕçе вырнаçтарма тархаслать. Пытармăп, манăн малтанах çак путсĕре пÿлĕмрен йĕркеллĕн кăларса ярас кăмăл та пурччĕ. Унтан шута путрăм: мĕншĕн-ха унăн яланах усал çын пулмалла; Унтанпа нумай çулсем иртсе кайрĕç, тепĕр чухне вăхăт иртнĕ май çын юсанать, унăн чунĕ те тасалать. Çапла, Абрамова Уйкас Кипек ялĕнчи потребительсен обществин правлени председателĕнче усă курма килĕшрĕм. Шел, эпĕ хытă йăнăшнă. Çак çын хăйĕн хура ĕçне пăрахайман иккен. Шаннă ĕçшĕн хыпса çунас вырăнне çăхавсем вĕçтерме тытăннă. Уполномоченнăйсем кĕçех ăна ĕçрен кăларса сирпĕтнĕ. Унтан колхозра ферма заведующийĕнче кăштах тĕккеленнĕ, анчах кунта каллех ĕç кайман. Çавскерĕн тăван яла яланлăха хăварма лекнĕ».
Пĕрремĕш курса лайăх паллăсемпе вĕçленĕ хыççăн Василий яла таврăннă. Кунта ăна çĕнĕ йывăрлăхсем кĕтнĕ. Ашшĕ тăтăшах чирленĕ. Килте тăватă ача, кĕçĕнни, Оля, пиллĕкре кăна. Ашшĕпе амăшĕ малалла пулăшма вăй çитерес çуккине лайăх ăнланнă студент. Вăл пурнăçĕнче пĕрремĕш хут хăй тĕллĕн хăюллă йышăну тунă: тăватă çамрăк укçа тума Çĕпĕре тухса кайма çураçнă. Çапла, 1939 çулхи август пуçламăшĕнче Никифор Викторов, Перасковья Алексеева, Марфа Александрова тата Василий Кузнецов инçе çула тухнă. Ун чухне Чăваш çĕршывĕнчен Çĕпĕре çынсем йышлăн куçасси анлăн сарăлнă пулнă.
Ĕç шыраса çамрăксем ăçта кăна çитмен-ши: Свердловск, Ирбит, Туринск, Тавда, Курган. Анчах тăваттăшне пĕрле вырнаçма ниепле те май килмен. Юлашкинчен хĕрсем Новосибирска, каччăсем Челябинска кайма килĕшнĕ. Василийпе Никифора шеелит руди кăларакансен поселокĕнчи шкула направлени панă. Анчах тăватă уйăхран Н.Викторов тăван яла тухса кайнă. Василий вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ хыççăн тин таврăннă. Сентябрьте вăл Комсомольски районĕнчи Чурачăкри вăтам шкулта ĕçлеме тытăннă. Кĕçех çара кайма ят тухнă. Октябрĕн 6-мĕшĕнче шкулта митинг туса В.Кузнецова тинĕс-çар флотне хĕсмете ăсатса янă.
Хăрушă вăрçа пула ултă çула тăсăлса кайнă çар хĕсметĕнчи пурнăç Вăрман Кипек каччине ăçта кăна илсе çитермен-ши; Вилĕмпе пĕрре кăна мар куçа-куçăн тăма лекнĕ.
В.Кузнецов ытти призывниксемпе пĕрле Ленинграда çитнĕ. Кĕçех вăл Хĕрлĕ Ялавлă Балти флочĕн Кронштадра вырнаçнă А.С.Попов ячĕллĕ çыхăну шкулĕн курсанчĕ пулса тăнă. Çар ĕçне çине тăрса питĕ тĕплĕ вĕреннĕ. 1941 çулхи çуркуннерен курсантсене вĕçĕмех çĕр варринче тревогăпа çĕклеме тытăннă. Пурте кĕç-вĕç вăрçă йăтăнса тухасса туйса тăнă. Июнĕн 22-мĕшĕнче ирхине виçĕ сехет иртсен, черетлĕ вĕренÿ тревоги тесе, урама сиксе тухнă. Хула çине чăн-чăн бомбăсем тăкăннă. Вăрçă!
Курссене васкаса маларах пĕтерттернĕ те моряксене тĕрлĕ карапсем çине янă. Василий Кузнецов гидроакустик шыв айĕн çÿрекен «М-201» кимĕ çине лекнĕ. Унăн экипажне çурри чухлĕ кăна пухнă пулнă. Июль пуçламăшĕнче кимме пĕтĕмпех хатĕрлесе пĕтерес тĕллевпе Атăл тăрăх Астрахане, унтан Бакуна ăсатнă. Ĕçе вĕçленĕ хыççăн «М-201» Архангельска çул тытнă. Çирĕп тĕрĕслевсем вĕçленнĕ май кимĕ Çурçĕр флочĕн тĕп базине - Полярный хулана çитнĕ.
Шыв айĕн çÿрекен «М-201» кимĕ вăрçă çулĕсенче вуншар çар походне ăнăçлă ирттернĕ. Кĕнекере В.Кузнецов çавăн пек походсенчен пĕрин пирки питĕ тĕплĕн çырса кăтартнă. «1944 çулхи май уйăхĕн 12-мĕшĕнче пирĕн «М-201» шыв çийĕн çÿрекен карапсен эскорчĕн йышĕнче базăран тухрĕ, - вулатпăр асаилÿсене. - Палăртнă тĕлте шыва анчĕ. Икĕ талăкран хамăра хушнă вырăна çитрĕмĕр, тăшман карапĕсене шырама тытăнтăмăр. Поход вĕçленес умĕн кăна, май уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Норвеги çыранĕсем çывăхĕнче, хамăрăн разведчик-самолет бортĕнчен радиограмма илтĕмĕр: Нордкин сăмсахĕ патĕнче тăшман конвойне - пиллĕк транспорт карапне, темĕн чухлĕ миноносеца, хурал карапĕсене, тральщиксене тата хурал катерĕсене тупса палăртнă. Эпир конвоя хирĕç кайрăмăр. Мина картинчен иртрĕмĕр. Манăн, гидроакустикăн, горизонта тимлĕ итлемелле, тăшман карапĕсен шавне тăнламалла. Тăхăр сехетрен карапсен шавне илтрĕм, çийĕнчех тĕп поста пĕлтертĕм. Кимме перископпа пăхмалăх çĕкленĕ хыççăн пирĕн командир 3-мĕш рангри капитан Н.И.Балин тăшман караванне курчĕ, ун çийĕн самолет явăннă. Кĕçех пирĕн кимĕ транспорт карапĕсемпе хурал карапĕсем хушшине çитсе ÿкрĕ. Меллĕ самантпа усă курса тăшман карапĕсем енне тăватă торпеда ăсанчĕ. Командира перископпа транспорт карапĕ сирпĕнсе кайнине тата хурал карапĕ путнине курма май килнĕ. Эпир хăвăрт аялалла антăмăр, анчах тăшманăн хурал карапĕсем пирĕн çине тарăнăшра çурăлакан бомбăсем пăрахма тытăнчĕç. Кĕçех кимĕ çийĕнче çывăхрах хăватлă бомба çурăлса кайрĕ. Отсексенче çутă сÿнчĕ, чылай приборпа механизм юрăхсăра тухрĕç. Кимĕ питĕ хăвăрт тинĕс тĕпнелле анса кайрĕ. «Акă, пĕтрĕмĕр!» - вĕлтлетсе илчĕ пуçра. Самант та иртмерĕ пуль, çемçен тĕкĕннине туйса илтĕм: кимĕ тинĕс тĕпне выртрĕ. Авари çутин системи тÿрех хута кайрĕ. Пĕрремĕш отсекран торпедистсем хăйсем патне шыв  кĕменни пирки пĕлтерчĕç. Тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш тата улттăмĕш отсексенче те шыв çук. Эпĕ вырнаçнă иккĕмĕш отсекра та йĕркеллех.
Пирĕн кимĕ тăшман çыранĕнчен инçех мар 89 метр тарăнăшĕнче выртать. Командир тăшман карапĕсем пăрахса кайиччен тăхтама йышăннă. Командăна канма ирĕк пачĕç. Эпĕ вĕçĕмех гидроакустика вахтинче тăтăм. Бомба пăрахакан икĕ-виçĕ хурал карапĕн шавĕ çав-çавах илтĕнет-ха.
Çапах та, атака пуçламăшĕнче, тĕрĕссипе, эпир вилĕмле лару-тăрăва çакланнăччĕ. Тăшманăн хурал карапĕсенчен пĕри пирĕн кимĕпе тачă гидроакустика çыхăнăвĕ йĕркелеме пултарнă, çавăнпа бомбăсене тĕллесе тенĕ пек пăрахнă. Анчах пирĕн командир кимĕ курсне тата хăвăртлăхне час-часах улăштарчĕ, юлашкинчен çыран еннелле тытрĕ. Нимĕçсем çакна ниепле те кĕтмен, вĕсем эпир уçă тинĕселле каятпăр тесе шутланă».
Анчах кимĕ çинче тепĕр хăрушлăх сиксе тухнă. Шыв айĕнче 15 сехет ытла пулнă май отсексенче кислород çитмен. Çынсем  ура çинче аран тăнă, сăнран ÿкнĕ. Нимĕçсем çав-çавах бомба пăрахнă. Вăхăт ытла та ерипен шунă. Кимĕ 18 сехет ĕнтĕ тинĕс тĕпĕнче выртнă. Сывлама минутсерен тенĕ пек йывăрланса пынă, лару-тăру кăткăсланнă. Кĕтмен çĕртен тенĕ пек виççĕмĕш отсекран старшина В.Кузнецова «вăрттăн» хыпар пĕлтерет: «Вася, пирĕн командир юрласа ячĕ, апла, пурте йĕркеллех пулать...»
Шанчăк паракан ырă кăмăл кĕçех пĕтĕм экипажа хавхалантарса янă. Тепĕртакран пирĕн ентеш - В.Кузнецов гидроакустик - командира горизонт таса пулнине пĕлтернĕ. Тăшман минисенчен хăтăлас тĕллевпе чылай вăхăт пысăк тарăнăшĕнче ишнĕ хыççăн «М-201» çиеле тухнă. Тепĕр икĕ талăкран кимĕ базăна ăнăçлă çаврăнса çитнĕ. Гаване кĕнĕ чухне экипаж пушкăран пушăлла персе тăшман карапне путарни çинчен пĕлтернĕ. Çак поход хыççăн пĕтĕм экипажа орденсемпе тата медальсемпе чысланă. Василий Кузнецов ку  хутĕнче I степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне тивĕçнĕ. Маларах ăна çак орденăн иккĕмĕш степенĕпе чысланă пулнă.
Çурçĕр флочĕн шыв айĕн çÿрекен вăйĕсем вăрçă çулĕсенче тăшманăн çĕршер карапĕпе транспортне путлантарнă. Пирĕн енчен те çухатусем пысăк пулнă. Çакăн пирки акă мĕн çырать Василий Ефимович: «Вăрçă пуçламăшĕнче пирĕн бригадăра шыв айĕн çÿрекен 15 кимĕччĕ, вĕсенчен 13-шне тăшман пĕтерчĕ. Çĕннисем килсех тăчĕç, вăрçă вĕçленнĕ тĕле бригадăра 20 ытла кимĕ шутланнă».
1945 çулхи январь хыççăн СССР Тинĕс-çар вăйĕсен Тĕп командованийĕ Çурçĕр флочĕн шыв айĕн çÿрекен пĕчĕкрех темиçе киммине Балтикăна куçарма йышăннă. Вĕсен шутне мухтавлă «М-201» кимĕ те лекнĕ. 1946 çулхи августра демобилизаци йĕркипе В.Кузнецов тăван яла çаврăнса çитнĕ. Хăрушă вăрçă вутĕнче Кузнецовсен пĕр ывăлĕ - Григорий пĕтнĕ. 1945 çулхи январĕн 11-мĕшĕнче вăл йывăр аманнă пулнă, ăна эвакогоспитале ăсатнă, анчах унта çитеймен, çул çинче вилнĕ пулас. Григорий Кузнецовăн вил тăприйĕ ăçти паллă мар.
«М-201» кимĕ ветеранĕсем вăрçă хыççăн та çыхăнăва татман, тăтăшах тĕл пулусем йĕркеленĕ. 1993 çулхи июльте Хĕрлĕ Ялавлă Çурçĕр флочĕн 60 çулхи юбилейне халалланă уява эскадра командованийĕ В.Кузнецова та чĕннĕ. Ветерансем шыв айĕн çÿрекен ку чухнехи хăватлă карапсем  çинче пулса курнă. Вĕсенчен пĕринпе Василий  Ефимовича экипажпа пĕрле Баренц тинĕсĕн тарăнăшне анса курма ирĕк панă. Пирĕн мухтавлă ентеш Аслă Çĕнтерÿ  тунăранпа 55 çул çитнĕ ятпа Мускаври Хĕрлĕ площадьре ирттернĕ парада хутшăнма тивĕç пулнă.
Çартан таврăнсан иккĕмĕш кунне, августăн 14-мĕшĕнче, районăн çутĕç пайĕ В.Кузнецова Туçи Çармăсри çичĕ çул вĕренмелли шкула завуча çирĕплетнĕ. Тепĕр эрнерен ĕнерхи моряк-фронтовик Кĕçĕн Кипекре çуралса ÿснĕ илемлĕ хĕрпе, пĕрле ĕçлекен педагогпа, Федосия Тимофеевнăпа, мăшăрланнă. Василий Ефимович 5-7-мĕш классенче историе, мăшăрĕ математикăна вĕрентнĕ.
Тепĕр çултан В.Кузнецова Çĕнĕ Чулкасри çичĕ çул вĕренмелли шкул директорне  лартнă. 1949 çулхи апрельте пирĕн ентешĕн пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă - ăна партин Шăхасан райкомĕн виççĕмĕш секретарьне суйланă. «Райкомра пĕр-икĕ çул ĕçлетĕп те каллех шкула таврăнатăп тесе шутланăччĕ, - çырать Василий Ефимович. - Анчах урăхла пулса тухрĕ, хамăн пĕтĕм пурнăçа партипе совет ĕçне халаллама тиврĕ». Тепĕр икĕ çултан В.Кузнецов парти райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ пулса тăнă. Вăл ĕçленĕ вăхăтрах учительсен институтĕнчен, унтан Чăваш патшалăх педагогика институчĕн истори факультетĕнчен чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыракан, халăх хушшинче ырă ят çĕнсе илме пултарнă çамрăк секретаре çÿлтисем те асăрханă. 1955 çулта Василий Ефимовича партин Тăвай райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйланă. Тăватă çул хушшинче В.Кузнецов ертсе пынипе Тăвай тăрăхĕнче çав тери пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçлама май килнĕ. Чи малтанах район центрĕпе Канаш хулине асфальт çулĕпе çыхăнтарнă. Районта, çав шутра Тăвайĕнче те, электричество пулман. Электролиние Канашран туртма тытăннă, çак ĕçе 1956 çул пуçламăшĕнче вĕçлеме май килнĕ. Малтан электричествăпа район центрĕнче усă курма пуçланă, икĕ çултан ăна кашни яла илсе çитернĕ. Колхозсене ура çине тăратассипе те ăнăçлă ĕçленĕ.
1959 çулхи ноябрьте пултаруллă ертÿçĕ партин Вăрмар райкомĕн секретарĕнче вăй хума пуçланă. Çĕнĕ район унчченхинчен территорипе те, халăх йышĕпе те самай  пысăкрах пулнă. Шăпах çав çулсенче çĕршывра Никита Хрущев темĕн тĕрлĕ «сăнавсемпе» аппаланма тытăннă. 1962 çулта Вăрмар, Куславкка районĕсене, Тăвай районĕн çуррине пĕрлештерсе Вăрмар производство управленийĕ туса хунă. В.Кузнецова çак управленин партком секретарьне суйланă. Вăрмар тăрăхĕнче те хастар ĕçпе Василий Ефимович ят-сум çĕнсе илнĕ. Хрущева ĕçрен кăларнă хыççăн унчченхи районсене каллех тавăрнă. Çапла, 1965 çулхи январьте В.Кузнецова партин Куславкка райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйланă. Кунта вăл икĕ çула яхăн тимленĕ. 1966 çулхи сентябрьте пирĕн ентеше тата пысăк та яваплă ĕçе - партин Чăваш обкомĕн пай заведующине - куçарнă. Йывăр лава виçĕ çул ăнăçлă туртнă хыççăн В.Кузнецова çĕнĕрен йĕркеленнĕ тытăма ертсе пыма шаннă. Вăл ял хуçалăх продукчĕсем туянас тата вĕсен пахалăхĕ енĕпе ĕçлекен Патшалăхăн Чăваш АССР-чи тĕп инспекторĕ пулса тăнă. Çак должноçра Василий Ефимович вунпĕр çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та алла усса ларман пирĕн ентеш - пилĕк çул хушши Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Ĕçĕсен управляющийĕн заместителĕнче тăрăшнă. Каярахпа тата тăватă çул ытла В.Кузнецов  ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Чăваш Республикинчи организацине ертсе пынă. Партипе совет ĕçĕнче палăрнăшăн пирĕн мухтавлă ентешĕн çар наградисем çумне Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, икĕ хутчен Хисеп палли орденсем хушăннă.
Василий Ефимовичпа Феодосия Тимофеевна алла-аллăн тытăнса пурнăç сукмакĕпе 55 çул шанчăклă утнă, икĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ: Людмила - педагог, Юрий - инженер, Елена - экономист-бухгалтер. Шел, халĕ Феодосия Тимофеевна та пирĕн хушăра çук ĕнтĕ - пĕлтĕр çĕре кĕнĕ. Василий Ефимовичпа Феодосия Тимофеевна ĕçне вĕсен ачисем, мăнукĕсем малалла тăсаççĕ.
Мухтавлă ентешĕмĕрĕн алăпа пичетленĕ «Асаилÿсем, шухăшсем» кĕнеки, тĕрĕссипе, çитĕнекен ăрушăн та тем пекех хаклă. Автор ачалăхран пуçласа ватлăх çулĕчченхи хăй курнă-тÿснĕ пурнăçа яр уççăн, хитрелетмесĕр çутатма тăрăшнă. В.Кузнецовăн çак хайлавĕ шкулсемпе библиотекăсенче те кирлех. Шел, темиçе кĕнеке кăна кăларнă май, ăна анлăн вуласси ĕмĕтре кăна юлать. Тен, Василий Ефимовичăн ентешĕсем - ырă кăмăллă предпринимательсем - ăна хăть 100-200 экземпляр пичетлесе кăларма пулăшĕç; В.Кузнецов çакăн пек хисепе тивĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
03 февраля 2010
00:00
Поделиться
;