Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ют машинăна тустарнă (Криминаллă хроника)

Январĕн 27-мĕшĕнче 4 сехет тĕлĕнче шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн «Шырав» ушкăнĕ поселокри пĕр кафе çывăхĕнче ВАЗ-2109 машинăна чарнă. Унта çав вăхăтра водитель тата пассажир (иккĕшĕ те кÿршĕллĕ район çыннисем) пулнă. Йĕрке хуралçисем автомашина салонĕнче «КЕНВУД» автомагнитола тата такси шашки (ятарлă документсем пĕрле пулман) выртнине асăрханă.
Милици сотрудникĕсен ку япаласем ăçтан тупăнни пирки иккĕленÿ çуралнă. Тĕрĕслев хыççăн пĕтĕмпех уçăмланнă: çÿлерех асăннă япаласене тата 10 литр бензина çамрăксем поселокри пĕр çурт çывăхĕнче ларнă ВАЗ-2107 машинăран вăрлани палăрнă.
Январĕн 27-мĕшĕнче Вăрнарта тепĕр киревсĕр ĕç пулса иртнĕ. Хальлĕхе паллă мар çын çурçĕр иртсен 2 сехетсенче «Сельхозхимия Вурнарская» обществăра хуралта  тăнă арçын çине тапăннă. Ирсĕр шухăш тытнă çын хуралçăн сывлăхне самаях сиенлетнĕ.
Январĕн 26-мĕшĕнче шалти ĕçсен районти пайĕн сотрудникĕсем Кульцавра оперативлă шырав ĕçĕсем вăхăтĕнче кĕтмен япаласем тупнă. Пĕр ватă  çыннăн килĕнче тĕрлĕ калибрлă 74 патрон упраннă.


"Çĕнтерÿ çуле"
03 февраля 2010
00:00
Поделиться
;