Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕрлĕхре - вăй!

       Тепĕр чух аслă ăрури çынсенчен ял хуçалăхĕн малашлăхĕ пирки иккĕленсе калаçнине илтме тÿр килет. Сăмах çук - рынок экономикичченхи тапхăрта çĕршыври лару-тăру урăхларах  пулнă. Колхоз-совхозсем сулмаклă утăмсемпе аталаннă. Шел те, çĕнĕ самана тĕрĕслевне пурте чăтаймарĕç - хăш-пĕр хуçалăхсем панкрута тухрĕç, вăй питти арçынсем çуралнă кĕтесрен аякра пилĕк авма пуçларĕç. Çав-çавах районта малашлăхалла çирĕппĕн утакан ял хуçалăх предприятийĕсем пур. Анлă тавра курăмлă, мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕсем, ял çыннисем мăн асаттен халалне асра тытаççĕ, çĕр ĕçне кăмăллаççĕ. Хыçа юлнă çул хресчене пĕтĕмлетÿсем тума, малалла аталанмалли çĕнĕ меслетсем шырама хистет. Акă отчетлă пуху Карл Маркс ячĕллĕ коперативра та иртрĕ.
Çамрăк ăру ирĕн-каçăн хура тар тăкакансене пархатарлă ĕçшĕн хисеплет. Пухăва Туçи Мăратри  шкулта вĕренекенсем уçрĕç - Çавалкасри культура çуртне пухăннисене концерт кăтартса савăнтарчĕç. Коллектив ертÿçи Валерий Шумилов  уй-хирте, фермăра тăрăшакансене хисепленĕшĕн ачасене, вĕрентекенсене тав турĕ. Пухăва килнисем умĕнче 2009 çулхи ĕç кăтартăвĕсене тĕплĕн тишкерчĕ. Иртнĕ çул, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче, Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра вăй хуракансем курăмлă тимленĕ: тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене ампар виçипе илсен 706 гектар çинчен 22798 центнер, «иккĕмĕш çăкăра» 45 гектар çинчен 12493 центнер пухса кĕртнĕ. Уй-хир продукцине 9008 пин тенкĕлĕх сутнă. Таса тупăш - 672 пин тенкĕ. Ку вăл 2008 çулхинчен 2477 пин сахалрах. Сăлтавĕ - производство калăпăшĕ чакнинче мар, тыррăн, çĕр улмин сутлăх хакĕ тивĕçлĕ пулманнинче. Акă 2008 çулта тыр-пула 5 тенкĕ те 40 пуспа сутнă-тăк, пĕлтĕр 4 тенкĕ те 4 пуспа кăна. Çĕр улмие кăçал та 5 тенкĕрен ытла памаççĕ. Хресчене хальхи вăхăтра хуçалăха аталантарма пĕрре те çăмăл мар. Электроэнерги, минеральнăй удобрени, саппас пайсен хакĕсем çĕпре пекех хăпараççĕ, ял хуçалăх таварĕсем вара... Пурне те тăрантаракан хăçан чыс-хисепе тивĕçĕ;!
Иртнĕ çул кооперативра усă куракан кашни 100 гектар пуçне сĕт 767 центнер, аш 72,5 центнер туса илнĕ. Çак цифрăсем ĕç кăтартăвĕсем ÿснине кăтартаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене сутса кассăна 12645 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ пулсан та, таварсен хăй хаклăхĕ ÿснĕрен (2008 çулта - 8614 пин тенкĕ пулсан, 2009 çулта - 11328 пин тенкĕ) таса тупăш 1317 пин тенкĕпе танлашнă. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче хуçалăх кассине хулăмлатма сĕт хакĕ йÿнĕ пулни те чăрмав кÿчĕ. «Çу-утă уйăхĕсенче сĕте 4.75 тенкĕпе анчах туянчĕç, - терĕ Валерий Филиппович. - Паллах, хальхи вăхăтра çак продукцие лайăх вырнаçтарма пултарни ĕçлеме хавхалантарать».
Сĕт туса илессипе тимлени хуçалăх кассине çулленех чĕрĕ укçа илсе кĕрет. Çав тĕллевпе тата малашлăха шанса кооперативра ĕнесен пуçне 210-е 220 çитернĕ. Сĕт рынокĕнче лару-тăру çирĕппĕнех улшăнасса шанса выльăх-чĕрлĕх фермине те пысăклатасшăн, реконструкци ĕçĕсем ирттересшĕн.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕç кăтартăвĕсем ÿсни апат рационне пуянлатассипе тăрăшса тимленинчен те килет-тĕр. Çавалкас-мăратсем кукуруза, выльăх апачлĕх нимĕç пăрçи  çитĕнтерессипе малашне те тĕллевлĕ тимлесшĕн. Пĕлтĕр юр хăвăртах çуманран кĕр тыррисем хĕл япăхрах каçма пултараççĕ. Çавна шута илсе тĕш тырăсене ытларах акса хăварма пăхнă. Паллах - вăрлăха çĕнетесси яланах тĕп вырăнта, Валерий Филиппович ĕç çыннисенчен килекен çитменлĕхсене те палăртрĕ, сăмахран, иртнĕ çул 64 пăру сахалрах илнĕ. Ку çул пушмак пăрусене, ĕнесене пĕтелентересси çине ытларах тимлĕх уйăрма ыйтрĕ. Кĕтĕве çĕнетме «Янгорчино» кооперативран выльăхсем туяннă.
Техника - ÿсĕм тумалли çăл куç. Рафик Юсупов тĕп инженер çултан çул машинăпа трактор паркне пуянлатассипе тăрăшнине каларĕ. Механизаторсене техника юсавлăхĕшĕн хытах тилмĕрнĕшĕн ырларĕ.
Кооперативра 111 çын вăй хурать. Яваплă тапхăрсенче ĕçченсен йышĕ тата ытларах.
Тивĕçлĕ шалу ĕçри хастарлăха ÿстерет. Марина Шумилова тĕп бухгалтер каланă тăрăх, ял хуçалăх таварĕсене сутса тупăш илнин 39,4 проценчĕ ĕç укçи тÿлеме кайнă. Иртнĕ çул кооперативра тăрăшакансем вăтамран 7034 тенкĕ шалу илнĕ. Хуçалăхăн ĕç çыннисем умĕнче парăм çук. Валерий Филиппов пĕр ĕмĕт-тĕллевпе çапла малалла та тăрăшса ÿсĕм тусан шалу, Валерий Филиппов тата ÿстерес пирки каларĕ. Сăмах май пуху хыççăн кооператив членĕсене преми пачĕç.
Карл Маркс ячĕллĕ кооператив ура çинче çирĕп тăни çамрăксене ялтах ĕçлесе пурăнма хавхалантарать. Акă Андрей Осипов тăван хуçалăхра çиччĕмĕш çул вăй хурать. Вăл Вăрнарти 29-мĕш училищĕрен вĕренсе тухнă. Çамрăк тракторист хастар ĕçленĕшĕн кăçал Президент стипендине илме тивĕçрĕ.
Финанс кризисĕн витĕмне ял хуçалăхĕ те туять пулин те, çавалкассем пуçа усмаççĕ. Ертÿçи те ăслă-тăнлă, тÿрĕ чунлă, шанчăклă, ял хуçалăх предприятине аталантарассишĕн пĕтĕм вăйран тăрăшать. «Самолет» колхозăн тилхепине Валерий Филиппович Шумилов тытнă пулсан-и... Паянхи ÿкерчĕк урăхларах пулĕччĕ» - терĕм эпĕ пуху вĕçленсен ĕç çыннисем умĕнче тăван хуçалăх арканнишĕн пăшăрханса. Анчах вĕсем хăйсен ертÿçине ылтăн-кĕмĕлпе те улăштармастпăр терĕç. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Вячеслав Никифоров пухăва килнисене пурне те иксĕлми вăй-хал, таса сывлăх сунчĕ, кооператив ĕçченĕсене ыттисемшĕн тĕслĕх пулнишĕн ырларĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
06 февраля 2010
00:00
Поделиться
;