Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ветерансем те пулăшма хатĕр

           Вун виçĕ çул каялла Вăрнар поселокĕнчи никĕсне хывса хăварнă чиркÿри вăраха кайнă строительство ĕçĕсем Александр атте йĕркелесе пынипе юлашки çулсенче вырăнтан тапранчĕç. Чиркÿ çуртне хăпартса пĕтернĕ, куполсене вырнаçтарнă. Анчах çакăншăн сахал мар тăрăшма тиврĕ Александр аттен, сăваплă ĕçе ун чĕнĕвĕпе чылаййăн хăйсен тÿпине хыврĕç: ырă кăмăллă çынсем, организаци- предприятисен ĕçченĕсем кашниех май килнĕ таран укçа-тенкĕпе пулăшрĕç. Пĕлтĕр кăна ниме майĕпе пĕр миллион тенкĕ ытла пуçтарăннă, вĕсене пĕр пус юлмичченех çĕнĕ чиркÿре кĕлĕ ирттерме пуçлас куна çывхартма янă.
Чăн та, тулашĕнчи ĕçсем вĕçленнĕ-ха, анчах шалта хăтлăх кĕртме укçа тата кирлĕ. Строительсем шутласа панă тăрăх, ку ĕçсен хакĕ - 5 миллион тенкĕ енне, кунсăр пуçне кĕлĕ ирттерме чи пĕрремĕш кирлĕ япаласене те туянмалла. Çавна май район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисене, уйрăм предпринимательсене, район çыннисене ыркăмăллăх ĕçне хутшăнса чиркĕве хăвăртрах хута яма укçа-тенкĕ пухса пулăшма чĕнсе каларĕ.
Юнкун район пуçлăхĕн çак чĕнĕвне ĕçпе вăрçă, хĕç-пăшаллă вăйсен тата йĕрке хуралĕн органĕсен ветеранĕсен канашĕн пленумĕн ларăвĕнче те сÿтсе яврĕç. Унта район пуçлăхĕн заместителĕ Н.Петров хутшăнчĕ, предприятисемпе организацисенчи ветерансен канашĕсен ертÿçисене пĕрле ĕçленĕ юлташĕсене, пĕлĕшĕсене, тăванĕсене ыркăмăллăх ĕçĕ çинчен ăнлантарма, чиркÿ тума хăйсен пĕчĕк те пулин тÿпине хывма хавхалантарма ыйтрĕ. Пĕтĕм халăхпа кар тăрсан Вăрнарта кĕске вăхăтрах çĕнĕ чиркÿ алăкĕсем уçăлас шанăç пур, терĕ вăл.
Районти ветерансен канашĕн председателĕ А.Ильин та, ун сăмахĕсемпе килĕшсе, тивĕçлĕ канăва тухнисен те ыттисемпе танах сăваплă ĕçрен аякра юлмалла маррине каларĕ, пухăннисене А.Кузьминăн чĕнĕвне кашни çын - кÿршĕсем, тăван-пĕтен, тус-юлташ - патне çитерме ыйтрĕ. Ырă ĕç нихăçан та манăçмасть - Александр Ильич пур ветерана, пенсионера чĕрисенче юратупа тăнăçлăх, ырăлăх туйăмĕсене вăратса, Вăрнарти чиркĕве хута яма май килнĕ таран пулăшма чĕнсе каларĕ. Кам 50, тепри 500 тенкĕ е ытларах хывма пултарать - кашнин хăйĕн кăмăлĕ, анчах пурте пĕчĕк тÿпе те пулин хывсан пысăк ĕç пулать, ырри вара яланах ырăпа таврăнать.
Ĕçпе вăрçă, хĕç-пăшаллă вăйсен тата йĕрке хуралĕн органĕсен ветеранĕсен канашĕ ветерансемпе пенсионерсем хушшинче чиркÿ валли укçа пухассипе тимлеме ятарлă комисси йĕркелерĕ. Пухăннисем пленум ларăвĕ вĕçленсенех чиркÿ строительствине хăйсен ячĕпе укçа хывма пуçларĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
06 февраля 2010
00:00
Поделиться
;