Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çемье уявĕ (Шкул пурнăçĕ)

Кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче Калининăри вăтам шкулта районти шкулсен директорĕсен вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕсен тата аслă вожатăйсен семинарĕ иртрĕ. Хăнасем 4-мĕш класа Çемье уявне те çитсе курчĕç.
Уява ашшĕ-амăшĕсем чылаййăн хутшăнчĕç. Уяв ăмăртуллă вăйă евĕр иртрĕ.
Ачасем чи малтанах хăйсен çемйисемпе паллаштарчĕç, ун хыççăн тĕрлĕ енлĕ тупăшура чи маттуррисене палăртрĕç. Çемьесем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартма пултарчĕç.
Çемьесен пултарулăхне, хастарлăхне жюри хакларĕ, ăна 4-мĕш класра вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн председателĕ В.Васильев ертсе пычĕ. Иринăпа Александр Андреевсем тата вĕсен Сергей ывăлĕ - «чи  хаваслă çемье», Натальяпа Владимир Гордеевсем тата вĕсен Алексей ывăлĕ  «чи туслă çемье» ята тивĕçрĕç. Морозовсем - «чи тавçăруллисем», Аленăпа Олег Константиновсем тата вĕсен Иван ывăлĕ - «чи евĕклĕ çемье». Нинăпа Вениамин Федоровсем Николай ывăлĕпе спортпа туслине кăтартрĕç. Пухăннисем çемьесене хавхалантарсах тăчĕç, ачасен ушкăнĕ хăнасене ташă парнелерĕ.
Уява ертсе пыма шкулти физкультура учителĕ А.Михайлов, Н.Тикинева аслă вожатăй, кадет класĕнче вĕренекен Дина Павлова тата Саша Воробьев пулăшрĕç.
4-мĕш класра вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем шкулпа тачă çыхăну тытаççĕ. Ку пире, учительсене, вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче çитĕнÿсем тума пулăшать. Пирĕн пĕрле пурнăçлама палăртнă ĕçсем татах та пур. Эпĕ вĕсене чун-чĕререн тав тăватăп, малалла та тăтăшах пуçтарăнса, ачасемпе пĕрле вăхăта усăллă ирттерессе шанатăп.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 февраля 2010
00:00
Поделиться
;