Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Герой тĕслĕхĕпе ырă ят хăварасчĕ...

Учитель-новатор, учитель-мастер, учитель-виртуоз... Урокĕсем - шырав, пултарулăх, аталану сехечĕсем... - Иван Никифорович Никифоровăн ĕçне кашниех чи чыслă сăмахсемпе хакларĕ. Вăл математикăна ачасенче ăнланмалла хывнă кăна мар, чи кирли - кашнине пурнăç урокĕсене «пиллĕклĕх» хăнăхтарнă.
Шăматкун Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта Социализмла Ĕç Геройĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ И.Н.Никифоров çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ тĕл пулу (вăл Бауман ячĕллĕ Мускаври патшалăх техника университечĕн преподавателĕн, Геройăн вĕренекенĕн Александр Храмкинăн мастер-класĕпе пуçланчĕ) пултаруллă педагога халалланă мероприятисене вĕçлекенĕ пулчĕ. Январьте, февраль пуçламăшĕнче - пирĕн районти пекех Геройăн тăван Красноармейски районĕнче те - ун ячĕпе тĕрлĕ конкурс-олимпиадăсем, вăл шутра икĕ район шкулĕсем пĕрлешсе ирттернисем те, чылай пулчĕç.
Герой юбилейне кăçалхи çулăн паллă пулăмĕсемпе пĕр шая лартсан та йăнăш пулмĕ. 2010-мĕшĕ - Раççейре те, Чăваш енре те Вĕрентекен çулталăкĕ. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул, Вăрнарта пуçламăш шкул йĕркеленĕренпе 90 çул çитет. Тунтикун, февралĕн 8-мĕшĕнче, çак шкул Иван Никифорович Никифоров ячĕпе хисепленсе тăма тытăннăранпа шăпах пилĕк çул çитрĕ. Иртнĕ шăматкун вара шкул çурчĕ çинче Асăну хăмине уçрĕç.
Ял ачи. Пĕтĕм ят-сума,  пултарулăха хăй вăйĕпе çĕнсе илнĕ. Республикăра вĕрентÿ тытăмĕнчи пĕртен-пĕр Социализмла Ĕç Геройĕ, Раççей шайĕпе илсен те кунашкаллисем шутлă кăна. Пурнăçăн чи йывăр саманчĕсене тивĕçлĕн чăтса ирттернĕ, вăрçă, выçлăх çулĕсене тÿснĕ. Анчах çынлăха нихăçан та çухатман. Хăйĕн пĕтĕм пĕлĕвне, пĕтĕм пурнăç вăрттăнлăхне çитĕнекен ăрура хывма тăрăшнă. Харама кайман. Паян ун вĕренекенĕсем - паллă çынсем, сумлă ĕçсенче тăрăшаççĕ, нумайăшĕ математиксем.
Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин шкул, район, республика çакнашкал çынсем çинче тытăнса тăнине палăртрĕ. Мероприятие пухăннă шкул директорĕсене, вĕрентекенсене, ачасене паллă, хамăр йышранах тухнă педагогран  тĕслĕх илме ыйтрĕ. «Паян çитĕнÿсем тума условисем те меллĕрех, çĕнĕрех. Вĕрентÿ тытăмне аталантарассипе юлашки çулсенче пысăк утăмсем тунă, вĕсене оборудованипе тата пособисемпе тивĕçтересси кирлĕ пек пулса пырать. Хавхалану, тăрăшулăх, пуçарулăх кашнин юнра пултăр», - терĕ вăл.
Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн ĕçченĕ, И.Н.Никифоровăн вĕренекенĕ Василий Николаев вĕрентекенĕн урокĕсене ăшă сăмахпа аса илчĕ.
Ырă аса илÿсем вара çак кун чылай юхрĕç. Хăнасем, пĕрле ĕçленисем, вĕренекенĕсем  - Чăваш ен культура министрĕн заместителĕ Татьяна Казакова, вĕрентÿ институчĕн проректорĕ Елизавета Казакова, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физикăпа математика факультечĕн деканĕ Валерий Алексеев, вăрнарсен «Туслăх» тата красноармейскисен «Трак ен» ентешлĕхĕсен ертÿçисем Владимир Федоров тата Алексей Львов, Раççей ФСБ пограничниксен академийĕн кадр ресурсĕсен управленийĕн кафедрин доценчĕ Владимир Тихонов отставкăри полковник тата ыттисем - Героя пурнăç урокĕсене «пиллĕклĕх» тытма ăнтăлтарнăшăн тав турĕç.
Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул Герой юбилейĕ тĕлне çÿллĕ шайра хатĕрленнĕ. И.Н.Никифоровăн кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ музей стендчĕсенче, документсенче, презентацире туллин çуталаççĕ. Паллă математикăн хĕрĕсем - Алевтина Ивановнапа Раиса Ивановна - парнеленĕ чаплă стенд коридор стени çинчен мăнаçлăн курăнать. «Пурне те пысăк тав!» - пăлхануллă, савăнăçпа куççульленнĕ сăмахĕсемпе тăван çыннине манманшăн пуç тайрĕç вĕсем. Ашшĕпе амăшĕ килте те ăмăртмалла-аталанмалла математикăна шĕкĕлченине, наука пособийĕсене вуланине аса илчĕç. Шăпах вĕсен ĕçченлĕхне кура, аслисем пек пулас тĕллевпе вĕсем те тĕрĕс наукăна суйласа илнĕ, паян хăйсен ачисем те - Герой мăнукĕсем - ку ĕçрех тимлеççĕ.
Юбилейлă кун шкул музейĕ хаклă документпа - истори архивĕнче туса илнĕ  И.Никифоров çинчен каланин тата Герой хăй çырнă автобиографин копийĕсемпе, библиотека чаплă кĕнекесемпе пуянланчĕ, шкул парнесене тивĕçрĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Иванов Героя халалланă конкурссен, наукăпа практика конференцийĕсен çĕнтерÿçисене Дипломсемпе чысларĕ.
Вăрнарти 1-мĕш шкул Иван Никифорович Никифоров ятне çĕклесе пынипе тивĕçлипе мухтанма пултарать. Пирĕн те Герой тĕслĕхĕпе хавхаланса кашниннех пурнăçра хăйĕн ырă ятне хăварма ăнтăласчĕ - ырă ĕçпе, тĕрĕслĕхпе, пуçарупа...


"Çĕнтерÿ çуле"
10 февраля 2010
00:00
Поделиться
;