Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Туртмалли хутăшсене чарнă (Район прокуратуринчен пĕлтереççĕ)

Туртмалли хутăшсен Раççейри çаврăнăшне йĕркелекен саккунсене пĕлтĕрхи декабрьте палăрмалла улшăнусем кĕнĕ. Çапла, Раççей Федерацийĕн патшалăх тĕп санитари врачĕн пĕлтĕрхи декабрĕн 8-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн территорийĕнче туртмалли хутăшсен çаврăнăшне чармалли мерăсем çинчен» йышăнăвĕпе Роспотребнадзора пурнăçшăн тата сывлăхшăн хăрушă тесе йышăннă туртмалли хутăшсене туртса илессине вăйлатма хушнă. Ку йышăнура палăртнă тăрăх, Роспотребнадзор çак хутăшсем çын сывлăхне мĕнле витĕм кÿнине тĕпченĕ. Тĕрĕслевсем туртмалли хутăшсем наркотиклă тата психотроплă им-çам пекех витĕмлине кăтартса панă, урăхла каласан çын психикине улăштараççĕ тата галлюцинацисемпе аташтараççĕ. Кăçалхи январĕн 22-мĕшĕнче РФ Правительствин «Раççей Федерацийĕн Правительствин наркотиклă им-çам çаврăнăшне палăртакан ыйтусемпе çыхăннă йышăнăвне хăш-пĕр улшăнусем кĕртесси çинчен» йышăнăвĕ вăя кĕчĕ. Çак йышăнупа туртмалли хутăшсен çаврăнăшне чарнă. Уйрăммăн илсессĕн, «Шалфей предсказателей» çулçисемпе, «Гавайская роза» вăррисемпе, кăвак лотос чечекĕсемпе тата çулçисемпе усă курни саккунсăр. Кунсăр пуçне çÿлерех асăннă япаласем пур ÿсентăрансене лартса ÿстерме юрамасть.
Малашне çак ÿсентăрансенчен хатĕрленĕ туртмалли хăрушă хутăшсене сарнишĕн наркотиксен çаврăнăшĕ пекех уголовлă явап тыттараççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 февраля 2010
00:00
Поделиться
;