Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрăсене çăра хăратмасть (Шалти ĕçсен пайĕнчен пĕлтереççĕ)

Иртнĕ эрнекун 9 сехет тĕлнелле Вăрнар - Йĕпреç автоçул çинче Вăрнартан икĕ километрта ВАЗ-21102 автомашина кювета чăмнă. Ку вырăнта çул тăрук çаврăннă пирки инкек тухас хăрушлăх пур. Анчах 24-ри водитель асăрхаттарнине шута илмен, çул-йĕр условийĕсемпе килĕшÿллĕ хăвăртлăха чакарман. Çавна пулах руле тытса чарайман, машинăна кюветалла вĕçтернĕ. Водителĕн хăйĕн сывлăхĕ сиенленмен, пассажирсене - икĕ çамрăк хĕре - медицина пулăшăвĕ кÿнĕ.
Февралĕн 4-мĕшĕ умĕнхи каçхине хальлĕхе палăртман çын вĕрентÿ пайĕн гаражне çăрана касса татса кĕнĕ. Сĕмсĕр вăррăн тупăшĕ пĕчĕк мар: вăл генераторсем тата сывлăш компрессорĕ çаратса тухнă.
Февралĕн 4-мĕшĕнче Вăрнар райповĕн универмагĕнчен DVD-плеер, электробритвăсем вăрласа тухнă. Киревсĕр ĕçе пурнăçлама шутласа лавккана кĕнĕ çамрăк çын техника таварĕсен пайĕнче ирĕклĕнех пăхса çÿренĕ. Япаласене илсе тухнă хыççăн хăйĕн автомашини çине ларса çухалнă. Вăрă инçе тарайман, милици сотрудникĕсем «вĕри йĕрпе» кайса ăна çийĕнчех тытса чарнă. Вăл - Патăрьел районĕнчен, унпа пĕрле машинăра 27-ри Б. (Етĕрне хулинчен) пулнă.
Февралĕн 3-мĕшĕнче шалти ĕçсен пайне преступлени çинчен тепĕр пĕлтерÿ килнĕ. Вăрнарта пурăнакан М. килĕнчен «Самсунг Е-1125» кĕсье телефонĕ, хĕллехи куртка, шăлавар тата укçа çухални пирки хыпарланă. Каçхине 23 сехет тĕлнелле шалти ĕçсен пайĕн «Шырав» ушкăнĕ Вăрманкасра пĕр çамрăка тытса чарнă. Унпа пĕрле М.-н куртки, шăлаварĕ  тата телефонĕ пулнă. Çакскер, çамрăк пулин те, ют пурлăха çаратнăшăн унччен те судпа айăпланнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 февраля 2010
00:00
Поделиться
;