Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ача çуралчĕ... (Ашшĕ-амăшĕн кĕтесĕ)

Сирĕн çемьере пысăк савăнăç - ача çуралнă. Апла пепке лайăх çитĕнтĕр тесен яваплăха ÿстермелли çинчен ас тумалла.
Малтанах кил-çурта тасатмалла. Ача пÿлĕмĕнчен тусан пуçтаракан япаласене кăлармалла. Пепке валли ятарлă кравать пулмалла. Ăна ăшăтмалли батарея, чÿрече çумĕнче ан вырнаçтарăр. Кравате çутă вырăнта лартмалла. Унпа юнашар ачана кипкелемелли пĕчĕк сĕтел пултăр.
Ача тумĕсем çителĕклĕ туянăр. Вĕсене çитĕннисен япалисемпе пĕрле тытмалла мар.
Аптечка та кирлĕ. Унта градусник, пÿлĕмри сывлăш тата шыв температурине виçмелли термометр, ача-пăча кремĕ, вата, марганцовка, спирт, 5-6 ĕмкĕч, сĕт, 1-2 кĕленче... пултăр.
Кашни кунах пепкен пит-куçне, ÿт-пĕвĕн ытти пайне вĕретнĕ шывпа çуса илмелле. Ал-урари хутламсене кремпа сĕрмелле. Ачан чĕрнине çывăрнă чух касмалла. Хачча малтан супăньпе çуса тасатмалла. Пепкене тăвăр ан кипкелĕр. Пĕр уйăхран чăлхаллă йĕм тăхăнтартма юрать.
Хĕвел, сывлăш тата шыв - пирĕн чи лайăх туссем теççĕ. Хăвăр тĕпренчĕкĕре кашни кунах пĕр вăхăтра шыва кĕртме тăрăшăр. Пÿлĕмри сывлăш температури - 24-25 градус, шыв температури - 36-37 градус ăшă пултăр.
Çуллахи вăхăтра икĕ эрне каялла çуралнă ачасене уçă сывлăшра 15-20-шер минут илсе çÿремелле. Кунне вара  - 4 сехет енне. Хĕлле çанталăк 15 градус таран сивĕтиччен кăкăр ачине уçă сывлăша илсе тухма юрать.
Ачан организмне пиçĕхтересси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Пепкене 1-2 минут тумсăрах тытмалла. Каярахпа çак процедурăна 5 минутчен тăсмалла, кунне 3-4 хут пурнăçламалла. Енчен те эсир чирлетĕр пулсан ача патне маска тăхăнмасăр ан пырăр.
Ача çитĕнтерес тĕлĕшпе ыйтусем пулсан тÿрех участокри тухтăртан ыйтăр.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 февраля 2010
00:00
Поделиться
;