Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ЫРĂ ÇУЛ СУНАТĂП! (Самана)

1. Ирхи тĕлĕк

Çурçĕрти Воронцы поселокĕнчи вăрман пункчĕн пуçлăхĕ Григорьев тата Сталинград ГЭСĕн аслă прорабĕ Топарков мана хăйсен хушшине лартнă та тимлесех тем тăнлантараççĕ. «Паллаш-ха», - теççĕ хулăн папка тыттарса. «Проект» тенĕ пысăк сас паллисемпе. «Асту: çĕнĕ чукун çул хывмалла пулать», - илтĕнет хăлхара. Хăлхана тытса пăхрăм. Куçа уçрăм. Кăлтăр та кăлтăр ярăнтарса пырать мана Шупашкар - Мускав пуйăсĕн вакунĕ. «Чим-ха, проект кĕнекине ăçта хутăм-ши;» - хам тавралла хыпашлатăп. Çук. Тăна кĕре пуçларăм. Тĕлĕкре аташнă-çке... Тутана кантăр вăрри евĕр мăкăль тухнă. Тĕлĕкре чикан хĕрĕ чуп тунин пичечĕ пуль;.. Куç умне черечĕпе тепĕр хут Беларуç хĕрĕ Мальвина, Польша хĕрачи (тем ятлăччĕ;) тухса пыраççĕ... Пит пĕçерет. Çамка та вĕри. Мускава çитиччен чире епле ирттермелле-ши; Чÿречере ир кÿлĕм çути палăрать.
- Вăрантăн апла. Тĕлĕкре тем калаçрăн; - терĕ юлташăм. - Çак йывăр сумкăна Муром станцийĕнчи перрон çине антарма пулăш-ха.
Пуйăс Ока урлă хывнă вăрăм кĕпер çине кĕчĕ. Юхан шыв çыранĕсем лайăхах  курăнакан пулчĕç. Чечекри çĕмĕртсен утравĕсем Кара тинĕсĕнчи айсбергсене аса илтереççĕ. Кăн-кăвак сиреньсем. Ылтăн çĕлĕклĕ чиркÿсем. ЮНЕСКО сыхлакан «Ылтăн çĕрĕ» архитектура ансамблĕ.
- Вăрнарти техникум енчи чукун çул хĕррипе лартнă вăхăтлăх çуртсене пĕлетĕн-и; - терĕ Муромра анакан юлташăм. - Мускавран таврăнсан вăт çавăнти поселока çитсе кур-ха, калаçмалли пур.
Сулахай куç хĕрелсе ларчĕ. Мускавра автомашина сĕртĕнсе иртрĕ. Аптекăна кĕрсе тухрăм. Ăна-кăна туянкаласа каялла таврăнма васкарăм. Сив чире эп Çурçĕрте те парăнман. Малтан Вурнаркăри сивĕ шыва чăмса тухрăм. Варенисемпе чей ĕçе-ĕçе хам тăрăх пахчари çăл шывне тепĕр виçĕ витре юхтартăм. Виçĕ утиял айĕнче вырăн йĕп-йĕпе, сатту хам сып-сывă. Капла Муром çынни чĕннĕ çĕре кайма та аван. Вăл шăпах чукун çул хĕррипе уткаласа çÿретчĕ. Мана катаранах палларĕ. Савăнса калаçать.
- Табанюхин. Иван Алексеевич. 556-мĕш строймонтаж пуйăсĕн пуçлăхĕ пулатăп.
Сăмах-юмах ĕç пÿлĕмĕнче тăсăлчĕ.
- Ман пата çамрăк специалистсене ярса параççĕ те, вĕсем пĕр-икĕ эрнерен пăрахса каяççĕ. Аптăратăп. Бутырка, Кресты, Владимир-централ сĕкет. Кусемпе пушшех йывăр, кашкăрсемпе пĕрех вĕсем. Ÿкĕтлесе вăрах тархасламăп, итле, кил ман пата, прораб пулăн.
Платникрен тем хушăра чукун çул ĕçченĕ пулса тăтăм. Иван Алексеевич проектсен хулăн кĕнекине тыттарчĕ те: «Паллаш, тĕпче, шĕкĕлче, тÿрех ĕçе тытăнăпăр», - терĕ.
- Тĕлĕкре эп ку кĕнекене çухатнăччĕ, тупăнчĕ-ха эппин. Вакунра эп çывăрса кайсан эсир мĕн калаçнă;
Вăл ытарлăн кулкаларĕ те - шарламарĕ. Ятарлă пĕчĕк вакунпа мана Пĕнер станцине лартса кайрĕ. Хĕвелтухăç енне иккĕмĕш çул хурасси çапла пуçланчĕ. Ман участок Пĕнерпе Вăрнар хушшинче. Пирвай Пĕнерте хĕвелтухăç çырминчи туннельсене йĕркене кĕртрĕмĕр. 33-мĕш мехколонна хыççăн тертленмелли чылай тупăнчĕ. Чукун çулĕ - ял çулĕ мар. Эп малтан унчченхисен тимсĕрлĕхĕнчен хытă тĕлĕнтĕм. Хăйне тĕп инженер тенĕ Чернов çынсемпе пынă-пыман харкашма тытăнчĕ. Ĕçлекенсем ăна хирĕç чĕнмерĕç, унран тăрăхланăн кулкаларĕç те çерем çине кайса выртрĕç. Эп майĕпен кашнийĕнпех çывăхарах паллашма пикентĕм. Çамрăккисем хăйсен телейсĕр юратăвĕсем таранах каласа кăтартакан пулчĕç. «Ху кунта миçе кунлăх-ха;» - текелеççĕ. Мана Çурçĕрти опыт тĕрек кÿрет. Кам мĕнле ĕçленине, кам хăйне епле тытнине тĕллĕн-уйрăммăн шута илме тăрăшатăп. Ик çĕр çынлă ушкăн шаннă-çке мана.
Ирхи тĕлĕк тÿрре килет, тенĕ. Чăнах та çапла пулса тухрĕ.

 

2. Ятран чукун çул хыврăм

Раççей тăрăх анăçран тухăçа хушма магистраль хывасси Совет правительствин пуçлăхĕн Алексей Николаевич Косыгинăн хăюллă та ответлă йышăнăвĕ шутланнă. Вăрçă хыççăн Мускав таврашĕнче, Урал тăрăхĕнче чукун çулсем çĕнĕрен нумай хывнă. Вăрçă çулĕсенче те хытă ĕçленĕ (сăмахран, Котлос - Воркута, Хусан - Ульяновск - Сталинград çулĕсем). Хăш-пĕр каç рельссене çирĕм-вăтăр километр тăршшĕ хунă. Салехард, Игарка, Охотск енче çĕр ĕçне вĕçленĕ, Обь юхан шывĕ урлă кĕпер хывма 35 çухрăм тăршшĕнче тимĕр-бетон юпасем çапнă. Пысăк çĕртен Сахалина метропа тухмалла пулнă, анчах Сталин вилнĕ хыççăн ĕçе чарса лартнă. БАМ историне хăвăр пĕлетĕр.
Пĕнер станцинче ĕçри хатĕр-хĕтĕрпе установкăсене тыткалама, упрама ятарлă çуртсем туса лартрăмăр. Туннельсенче чакалантăмăр. О.Чернов инженерпа П.Петриченко аслă прораб çынсенчен пăрăнатчĕç. Вĕсем Мускавран килекен стройматериала сулахая ăсатма ĕнкертнĕ-мĕн. Манран хăратчĕç. Унччен мĕнле чăтнă-ши вĕсене;
Эп рабочисемпе пĕрле вĕсемпе тан ĕçленĕ. Темĕт, Вăтам Çавал, Çарăклă çырми-çатринче туннельсене хăвăрт никĕслерĕмĕр. Опалубкăпа чăлханса тăмасăр ĕçлемелли меслет тупрăмăр. «Казаньтрансстрой» инженерĕсем, Ульяновскри, Саранскри СМП специалисчĕсем рационализаторла манăн сĕнÿсене ырларĕç, Муромран, Сергачран çитнĕ технадзор комиссийĕ пирĕн объектсене паха хакпа йышăнчĕ, вĕсене çак таранччен те юсавçă алли тĕкĕнмен. Çулне халь кашни пилĕк çулта улăштараççĕ, тимĕр-бетон шпалсем, сыпăсăр рельссем хураççĕ.
1974 çулхи июньтен 1975 çулхи хĕле кĕрсе Çарăклă станцине тухрăмăр. 1975-мĕшĕнчи çуркунне Çарăклă - Вăрнар хушшинче тăрмашрăмăр. 621-мĕш çухрăмри тарăнах мар çырма ман çÿçĕме самаях кăвакартрĕ. Кунти пек ишĕлсе-юхса тăракан тăмлă çĕр пĕрре тундрăра тĕл пулнăччĕ. Т-140 трактор 50 метр çÿллĕшĕнчи сăртран Колва шывне анса ларчĕ. Хальхинче икĕ ретлĕ шпонлă свайсем çапрăмăр.
Манпа пĕрле Вăрнар район ачисем те пурччĕ. Поселокран - Василийпе Николай Лапинсем, Саша Киметов, Юрий Силов. Рихтовкăрисем (рельссене тÿрлетекенсем) хастарччĕ. Николай Шашков монтер (Пăртасран) сатурччĕ.
Юнтаракансене те çавăрма сăлтав тупăнать. Мускавран янă вакун-лавккара пы-ысăк палтус пулă туянтăм (килогрампа сутмаççĕ). Реххетленсе ăшалам-ха, тетĕп. Ахух, килелле утасси пулмарĕ. Бетонщиксен бригади хĕвелте хĕртĕнме тухса выртнă. «Кахалсем!» тесе кăшкăрас-и; «Ачасем, - тетĕп, - атьăр-ха çак пулăпа çулланса илер!». «Этем кун-çулĕ» кинори пек, пурне те пĕр тан тивтĕр, тесе асăрхаттартăм. Хама çеç пулă хÿри те лекмерĕ. Анчах мана «хамăр пек çынах-çке!» текелесе çавăрса илчĕç. Эп хушнинчен кайран нихăшĕ те иртместчĕ. Арзамас ачи, Вовка Лезин, КРАЗ автомобилĕпе (кранĕпе 24 тонна çĕклет) çăмăл машинăпа пĕрех вăр-вар ĕçлетчĕ. Пĕрре те шурлăхра кĕрсе ларман. Тутар çырмине (40 метр тарăнăш) çаврăнăçуллă анса хăпаратчĕ. Г.Тимофеев хăйĕн Т-140 тракторĕпе унашкал пултараймастчĕ. Шалти Пăртасра  ăшăх çырмарах анса ларчĕ те, тракторне (бульдозерлă) хамăн тапратса кăлармалла пулчĕ. Геннадий Чернышев К-700 тракторĕпе Рункă тĕлĕнче Вăтам Çавалта лакрĕ. Хăйне Совет çарĕн капитанĕ тенĕскер, хăватлă урхамахне  пăрахса таçта тухса тарчĕ. Трактора пайăн-пайăн сÿтсе лачакаран хăтартăмăр.
1975 çул. Çĕршывăмăр тăрăх БАМ магистралĕн чанĕ çапать. Эпир хывнă чукун çул тăрăх кунĕн те çĕрĕн вуншар эшелон БАМ енне васкать. Комсомолецсен ушкăнĕсем шавлăн, хаваслăн юрласа иртеççĕ. Пирĕн пĕр шаймăкĕ хĕрачана  чечеклĕ пуç кăшăлне хурăн пуçлă çĕлен хурса панă. Çав «парнене» пиллĕкмĕш кунне хамăр тупрăмăр.
Пĕррехинче эпир ĕçленĕ тĕлте пылчăклă тăм тиенĕ техника пуйăсĕ чарăнчĕ. Платформăсенче - бульдозерсем, автокрансем, çĕре пăраласа туннель шăтармалли установкăсем, ытти  тĕрлĕ машинăсем. Начальник вырăнĕнчи пулмалла, анчĕ те, мана тĕпчет те тĕпчет. «Ытла капăр ĕçлетĕр. Кăтартса çÿре-ха кăштах», - тет, мана, юлташăмсене хăйпе пыма тархаслать. Мускаври метроçăсем иккен. Состав начальникĕ, хайхискер, хăйĕн пÿлĕмне илсе кĕчĕ. Хăналанăçем калаçать те калаçать: «Прорабсем питĕ кирлĕ! Адресна пар-ха, тен, пырас тейĕн;»
Пĕнер - Вăрнар участокĕнчи ĕçе-хĕле срокран виçĕ уйăх маларах вĕçлерĕмĕр. 1975 çулхи сентябрь вĕçĕнче пирĕн иккĕмĕш çул тăрăх пуйăссем вĕлтлетсе иртме тытăнчĕç. Хам хывнă çулпа хам та çÿресе куртăм. Тундрăра шыв урлă та, шурлăх урлă та хываттăмăр. Ман тĕллĕн хам ятран хунă чукун çул та Вăрнар витĕрех выртрĕ. Пуйăссем мана саламланăн кăшкăраççĕ те, «Ырă çул пултăр!» тесе ăсататăп. Тулĕк час-часах аварисем сиксе тухни, чукун çул тăрăх çынсен пурнăçĕ сарăмсăр татăлни кулянтарать.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 февраля 2010
00:00
Поделиться
;