Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кубок вĕсенчех

Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче сипленекен-пурăнакансем ăмăрту-конкурссене, уявсене хутшăнма ялан хавас.
Ирина Яковлева культорганизатор тăрăшнипе, хатĕрленме пулăшнипе вĕсем юрă-ташăпа та туслă, спортра та çитĕнÿсем сахал мар. Мухтавлă çĕнтерÿсене кăтартакан дипломсем, кубоксем çулсеренех хушăнаççĕ. Республикăри психикăпа неврологи интерначĕсенче сипленекен инвалидсем хушшинче ирттерекен хĕллехи спорт фестивалĕн кубокне те калининăсем кăçал та хăйсенчех хăварнă. Февралĕн 11-мĕшĕнче вĕсем Улатăр районĕнчи Атратьре пилĕк интернатпа Кукеçри ача çурчĕн командисемпе ăмăртура тĕл пулнă. Çĕнтерÿ кубокĕ Калининăрах юлнинчен тĕлĕнмелли çук: уйрăм виçĕ тупăшура кашнинчех вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Спорт фестивалĕ йĕркипе вара командăсен йĕлтĕр эстафетинче, канат туртса тата армспортра вăй виçме тивнĕ. Калининăри психикăпа неврологи интерначĕн спортсменĕсем никамшăн нимĕнле шанăç та хăварман - тĕп кубок алăра. Çĕнтерÿçĕсем: Таня Амбрашкина, Неля Скорева, Станислав Пугачев, Николай Митрофанов, Федор Антонов. Кашниех ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата  социаллă аталану министерствин Тавне, пĕтĕмĕшле команда диплома тивĕçнĕ. «Спорт фестивалĕн кубокĕ чылайлăха пирĕн патрах юлтăр тесе малашнехи çулсенче те хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçлăпăр», - теççĕ ăмăртăва хутшăннисем.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 февраля 2010
00:00
Поделиться
;