Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Малалла! Çĕнтерÿ патне!

Район пуçлăхĕн Анатолий Кузьминăн чĕнÿллĕ çак сăмахĕсем «Раççей йĕлтĕр йĕрне» пухăннисемшĕн кашниншĕн хавхалантару вырăнне пулчĕç.
Республикипе - 38 пин çынна яхăн. Пирĕн районтан 600-ĕн ытла: район администрацийĕн пай пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, ял-хула поселенийĕсен пуçлăхĕсем, предприяти-организацисен ĕçченĕсем, шкул ачисем. Старта тухакансем кăçалхи чупăва Раççей спортсменĕсене - Канадăри Ванкуверта пыракан Хĕллехи Олимп вăййисене хутшăнакансене, çавăн пекех 2014 çулта Сочире пулакан Хĕллехи Олимп вăййисене халалларĕç.
Спорт стилĕпе пурăнни - район, республика, çĕршыв пуласлăхĕшĕн тăрăшни. Çавăнпа та Анатолий Иванович пурне те суйласа илнĕ çак курсран çирĕп тытăнмаллине, сывă çын кăна ÿсĕм-çитĕнÿсем тума пултарнине тепĕр хут аса илтерчĕ. Хăй вăл, ĕçпе спорта çирĕп çыхăнтараканскер, хальхинче те куракансен йышĕнче тăмарĕ, VIP-чупу дистанцине çăмăллăн парăнтарчĕ.
Массăллă ăмăртăва хутшăнакансене Чăваш Республикин культура министрĕн заместителĕ Татьяна Казакова саламлани те çитĕнÿсем патне ăнтăлма хистерĕ.
Йĕлтĕр тусĕсене кăçал та «Химик» стадион йышăнчĕ. Трасса çавăн пекех меллĕ. Спортсменсем стадионта старт илсе вăрман витĕр выртнă йĕрпе вĕçтерчĕç. 1, 2, 3, 5 километрсене çирĕм ытла тапхăрпа тухрĕç вĕсем.
Спорт ветеранĕсем яланах «стройра» пулнине курма çав тери кăмăллă пулчĕ. Акă, Анатолий Юдин, 70-е çывхарса пыраканскер, чупăва çулсеренех хастар хутшăнать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Николай Васильевич Игонин та çак кун çамрăк ăрупа пĕрле пулчĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл йĕлтĕр спорчĕн чи çывăх тусĕ пулнă, мероприятисенче яланах призерсен йышне лекнĕ.
Мăньял Хапăсри Тикиневсем, Чăрăшкас Хирлепри Петровсем, Çĕрпелти Романовсем тата ыттисем яланхиллех çемйипех старта тухрĕç. Тин кăна йĕлтĕрпе туслашнă ачасем самай «çулланнă» спортсменсен ăсталăхĕпе хавхаланчĕç.
Кашни тапхăр, кашни ÿсĕм çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ. Вĕсем Хисеп грамотисене, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕн» символла калпакĕсене, парнесене тивĕçрĕç. «Единая Россия» политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Сергей Павлов массăллă ăмăртăва çÿллĕ шайра хатĕрленсе ирттернĕшĕн район пуçлăхĕн çумне Николай Петрова, социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн заместительне Сергей Политова тата «Химик» спорт клубĕн председательне Евгений Захарова Тав хучĕсемпе чысларĕ.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» - хĕллехи спорт уявĕсенчен чи пĕлтерĕшли. Вăл ăмăрту кăна мар, тивĕçлипех Сывлăх уявĕ. Пулин, пьедестал çине кашниех тăраймасть, анчах çак кун старта тухакан кашни çын хăйне çĕнтерÿçĕ тесе шутлама пултарать, мĕншĕн тесен вăл спорта маларах лартать, ун пурнăçĕнче сÿрĕклĕх, кахаллăх, усал сиенсем валли вырăн çук!


"Çĕнтерÿ çуле"
17 февраля 2010
00:00
Поделиться
;