Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Манăçа тухмастăн, çамрăклăх... (Аслă Çĕнтерÿ: 65 çул)

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ирсĕр тăшмана хирĕç пурнăçа шеллемесĕр паттăррăн кĕрешнĕ салтаксене эпир ĕмĕр-ĕмĕрех сума сăвăпăр. Çĕнтерĕве çывхартас тесе тылра хастар ĕçленĕ çынсем те хисепре. Халĕ вĕсем шур çÿçлĕ ветерансем ĕнтĕ, анчах та вăрçă çулĕсене килнĕ çамрăклăх мĕнле иртнине, çĕршывĕпех телей хĕвелĕ ялкăштăр тесе мĕн пур вăйран тăрăшнине тĕпĕ-йĕрĕпех каласа пама пултараççĕ. Хальхи вăхăтра Вăрнар поселокĕнче пурăнакан Антонина Кузьминична Антонова мана кăмăлпах йышăнчĕ. Çамрăк чухне хăй çĕр чăтми терт-асап курнине асилсенех вара унăн пит-куçĕ сасартăк ăмăрланчĕ...
- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пынă чух ялта вăй питти арçынсем пачах юлманччĕ. Мана та, вун улттăрискерне, вун саккăрти-çирĕм пĕр çулхи хĕрсемпе вăрман касма ячĕç. Сивĕ баракра пурăнаттăмăр. Вăрмана çитме улт-çич километр утмаллаччĕ. Кунĕпех ĕçлесе апат пĕçерме те вăй юлмастчĕ. Хĕлле çĕр улми те, купăста та шăнатчĕ. Çак çимĕçсенченех ирĕкре яшка пĕçереттĕмĕр. Вăрманта выçăлла-тутăлла ĕçленĕ. Кăнтăрла вăхăтĕнче фуфайка кĕсйинчен пĕр чĕлĕ çăкăр кăларса кăвайт умĕнче ăшăтаттăмăр, - ассăн сывласа калаçать Антонина Кузьминична. - Чĕре сури  тунă хыççăн каллех пилĕк таран юр тăрăх ашма тытăнмалла. Çуркунне урасем хытах йĕпенетчĕç пулин те барака каялла таврăнман. Йĕпе тăлла-çăпатапах кун каçнă. Сивĕ баракра та япаласем типместчĕç. Ир-ирех çав йĕпе тăлла-çăпатана сырса каллех вăрмана кайнă...
Вăрçă çулĕсенче çамрăк хĕрсем йывăрлăха тÿсме еплерех вăй-хал, чăтăмлăх çитернĕ-ши;! Асаилÿсем Антонина Кузьминичнăна хытах пăлхантарчĕç курăнать. Вăл  вĕри куççульне вăхăтăн-вăхăтăн шăлкаласа илчĕ. Çуркунне те çамрăксем пуçĕпех ĕçе кÿлĕннĕ. Антонина ытти мĕнпур хĕр-упраç пекех тыр-пул акнă, çĕр улми лартнă хыççăн çул-йĕр тума хутшăннă. Тыр-пул пиçсен алла çурла тытса анлă уй-хире тухнă, пăрчкан пек вăр-вар тимленĕ. «Ĕç укçи сахал тÿленĕ. Кĕпе-саппун çĕлемелĕх шалу илсен те тем чул хĕпĕртеттĕмĕр», - тет ĕç ветеранĕ.
Антонина Кузьминична вăрçă пулман пулсан вăтам шкултан вĕренсе тухма ĕмĕтленнĕ. Анчах та Вăрман Кипек ялĕнчи шкулта тăватă класа йăлт «пиллĕк» паллăпа пĕтерсен те, ашшĕ килте ĕç вăйĕ кирлĕ тесе хĕрне малалла вĕренме чарать. Тен, амăшĕ пурнăçран ирех уйрăлман-тăк Антонина Антонова аслă пĕлÿ те илме пултарнă. Çапах та ĕмĕр тăршшĕпех ял хуçалăхĕнче вăй хунишĕн кулянмасть. «Чи кир-ли, - тет вăл, - çĕршывшăн усăллă ĕçсем туни».
Пÿрни пусма вĕçнех килет теççĕ. Антонина Кузьминична хăйĕн мăшăрне Турă çырниех пулнă тет. Ĕçчен те сăпайлă Кĕçĕн Кипек каччипе Александр Антоновпа, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хăюлăх кăтартнăшăн икĕ Хĕрлĕ Ялав орденне, «Çапăçура палăрнăшăн», «Хастарлăхшăн», «Прагăна илнĕшĕн», «Берлина илнĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ паттăр салтакпа, пĕрлешсе çичĕ ачана - тăватă ывăлпа виçĕ хĕре - пурнăç парнеленĕ. Анчах мăшăрĕн кун-çулĕ вăрăм пулман. Антонина Кузьминична 39 çулта çичĕ ачипе пĕччен тăрса юлнă. Качча илес текенсем пулнă пулин те çамрăк хĕрарăм упăшкин ырă сăнарне чĕрере упраса урăх никампа та çемье çавăрма шутламан. Йывăрлăхра ал усман. Кинемей хăйĕн ачисем çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕннишĕн чун-чĕререн хĕпĕртет. Ватă çынна вунпĕр мăнукĕпе сакăр кĕçĕн мăнукĕ те куç тулли  савăнăç кÿреççĕ.
Вăрçă хура-шурне пайтах курни йĕр хăварать çав. Антонина Кузьминична урисем ыратнипе лайăх çÿреймест. Юрать, ачисем пурте пăхса-асăрхаса тăраççĕ. Антонина Антонова нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче 82 çул тултарать. Ăна çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, телей сунатăп.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 февраля 2010
00:00
Поделиться
;