Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

МИРЛĔ ПУРНĂÇШĂН ÇУТАЛĔ ЧĔРИ ÇУМĔНЧИ МЕДАЛĔ

Петр Константинович Константиновăн çамрăклăхне, хăй тантăшĕсенни пекех, синкерлĕ шăпа пырса çапнă. Ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçлас вырăнне алла пăшал тытма тивнĕ. Вăрçă вутне вунсаккăртах кĕнĕ вăл. Сталинград çывăхĕнчи, Курск пĕккинчи хăрушла çапăçусене хутшăннă. Империализмла Япони вăрçин синкерне тÿснĕ. Разведчик, оруди командирĕ, взвод командирĕ, батарея командирĕн политика пайĕн заместителĕ, полк пропагандисчĕ - çар кĕнекинче çырăннисем вăрçă участникĕн хăюлăхĕпе паттăрлăхне туллин çирĕплетеççĕ.
Çарăклă поселокĕнчен нимĕç фашисчĕсене хирĕç 150 çын çĕкленнĕ, вĕсенчен 62-шĕ юнлă çапăçу хирĕнчех выртса юлнă.
Шел, чĕррĕн-сыввăн таврăннисенчен те нумайăшне вăрăм кун-çул пÿрмен. Сурансем, чирсем паттăрсен пурнăçне мирлĕ вăхăтра та хĕрхенмесĕр татнă. Вăрçă участникĕсем паян кунта акă виççĕн кăна тăрса юлнă: Петр Константинович Константиновсăр пуçне - Александра Алексеевна Зайцева тата Евдокия Александровна Петрова. Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем те шутлăн - пĕтĕмпе вунулттăн.
- Эсир - паттăрлăх тĕслĕхĕ. Вăрçă вут-çулăмĕ, синкерĕ, çарти тусăрсем куç умĕнче вилни, выçлăхĕ, сивви... - мĕн кăна тÿсмен пулĕ эсир; Йывăр вăхăтра чун-чĕрепе, кăмăлпа хуçăлманшăн, пулас ăрусене хĕвеллĕ кун парнелессишĕн пурнăçăрсене шеллеменшĕн сирĕн умăрта çĕре çити пуç таятпăр, - тав турĕ çĕнтерÿçĕ ăрăва район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин виçĕмкун Çарăклăра иртнĕ тĕл пулура.
Вăл историе çавăрса çырма, совет халăхĕн паттăрлăхне çĕре ÿкерме хăтланакан вăйсем пирки пăшăрханса каларĕ. Хăш-пĕр çĕршывсен политики вырăс халăхне курайманлăхĕ çинче никĕсленнĕ. Ирĕклĕхшĕн çапăçнă, пуç хунă салтаксене асăнса лартнă палăксене, обелисксене, мемориалсене ăссăрла çĕмĕрни-аркатни çав тери нишлĕ. «Тĕрĕслĕх,  чăн истори - сирĕн кун-çулсенче. Эпир хамăрăн геройсене мăнаçлăхпа аса илетпĕр, хамăрăн халăхăн иксĕлми паттăрлăхне чĕресенче упратпăр!» - терĕ Анатолий Иванович, ветерансене паян çĕршыв шайĕнче чыслăхра тытнине палăртса.
Çак тĕл пулу символла пулăмпа асра юлчĕ. Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейĕ умĕн кашни вăрçă участникне, ветеранне, тыл ĕçченне юбилей медалĕсемпе наградăлама йышăннă. Пирĕн районтан Çарăклăри çĕнтерÿçĕ ăру вĕсене чи малтан тивĕçрĕ. Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин тата вăрçăпа ĕç ветеранĕсен, пенсионерсен районти Канашĕн председателĕ Александр Ильин паттăрлăха сăнлакан медальсене кашнин кăкăрĕ çине çакса ячĕç.
Петр Константинович Константинов чĕри çумне çирĕпленнĕ тепĕр наградине хумханса пăчăртарĕ. Çĕнтерÿ мĕнле хакпа туптаннине вăл аван пĕлет. Ентеш-фронтовикĕсен - Евдокия Александровна Петровапа Александра Алексеевна  Зайцеван - куçĕсенче çуталакан куççуль сăлтавне те ăнкарать. Ку вăрçă хĕрарăм сăнлĕ те пулни историе чăнлăхпа кĕрсе юлчĕ. А.А.Зайцевапа Е.А.Петрова пек хăюллă хĕрарăмсем фронтра та, тылра та паттăрлăх кăтартни вĕсен медаль-орденĕсенче кăна мар, кушăрханă аллисемпе пĕркеленчĕк пит-куçĕнче те лайăх курăнать...


"Çĕнтерÿ çуле"
17 февраля 2010
00:00
Поделиться
;