Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Наркотик сутакана алăранах ярса илнĕ (Суд тенкелĕ çинче)

Пĕлтĕрхи февральте Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин 1-мĕш оперативлă шырав чаçне хăйсен информаци çул-йĕрĕсем тăрăх хыпар çитнĕ: Вăрнарта пĕр çамрăк гашиш (наркотиклă им-çам) сутать. Информацие тĕрĕслеме Шупашкартан поселока çийĕнчех оперативлă шырав чаçĕн оперуполномоченнăйĕсем темиçен тухса каяççĕ. Кăшт вăхăт иртсен ку хыпар тĕрĕс пулни курăнать, наркотик сутакан çын та палăрать (хушаматпа ăна малалла Ч. тейĕпĕр).
Анчах ăна ахальтен, илтни-курнине никĕсе хывса, тытса чараймастăн - Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсем Ч.-на алăран ярса илме оперативлă операци ирттерме тĕплĕн хатĕрленеççĕ, туянакан пулма ятарлă çынна (И. тейĕпĕр) хутшăнтараççĕ. Оперативниксем шутласа кăларнă историпе килĕшÿллĕн, И. - наркотиксемпе айкăшакан çын, çак наркăмăша сутакана шырать. Вăл Ч.-па Вăрнарта маларах тĕл пулать, лешĕ пĕр грамм гашиша пĕр пин тенкĕпе тупса пама пултарассине пытармасть. Ку информаци йĕрке хуралçисем патне çитсенех операци пуçланать: И.-не ятарлă им-çампа палăртнă укçапа, «тĕл пулăва» çырса илме диктофонпа тивĕçтереççĕ. Çапла, февралĕн 17-мĕшĕнче Вăрнарти Ленин урамĕнчи пĕр çурт çывăхĕнче вăл Ч.-ран 0,448 грамм таякан симĕс тĕслĕ чăмакка (каярах экспертиза гашиш пулнине çирĕплетет) туянать, çакна оперативниксем сăнаса тăраççĕ. Экспертиза пĕтĕмлетĕвĕсем каçхине кăна паллă пулнă, палăртнă укçасене вара Ч. салатса пĕтерме пултарнă, техника сăлтавĕсене кура диктофон çине тĕл пулу вăхăтĕнчи калаçăва та çырса илме май килмен, çавăнпа та «сутуçăна» тÿрех тытса чарайман.
ЧР Шалти ĕçсен министерствин криминаллă милицийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ алă пусса июньте тепĕр операци ирттерессине çирĕплетнĕ. Унчченхи пекех оперативниксемпе гашиш «туянакан» Вăрнара килнĕ, каллех палăртнă укçасемпе усă курнă. Поселокри Чернышевский тата Ленин урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта Ч. июнĕн 23-мĕшĕнче 0,886 грамм гашиш сутнă. Хальхинче преступник йĕрке хуралçисен аллинчен нимле те вĕçерĕнеймен - туянакан «рольне» вылянă И. ĕç вĕçленнине условнăй майпа пĕлтерсенех оперативниксем «сутуçăн» машини хыççăн çул тытнă, кĕçех арçынна тытса чарнă. Унăн машининче пĕтĕмпе 16 грамм гашиш тупăннă, çакă Уголовлă кодексра палăртнă тăрăх пысăк виçе шутланать. Анчах çавăн чухлĕ наркотик ăçтан тупăннă-ха Вăрнар çыннин; Тĕлĕнмелле те, хăй пĕлтернĕ тăрăх, наркăмăша тăван тăрăха кÿрсе килессипе унăн нимĕнле чăрмав та пулман. Санкт-Петербург, Мускав çывăхĕнче ĕçлесе çÿрекенскер, гашише Мускав облаçĕнче палламан таксистран туяннă иккен. Каярахпа маршрут автобусĕпе сумка кĕсйинче Шупашкара, Вăрнара çитернĕ.
Наркăмăшлă им-çама çынсем хушшинче сарнă çамрăк паян пĕтĕмĕшле режимлă колонире юсану вăхăтне ирттерет. Вăрнар район сучĕ ăна пилĕк çуллăха ирĕкрен хăтарнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 февраля 2010
00:00
Поделиться
;