Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пенсионерсем компьютерпа туслашаççĕ

Социаллă хÿтлĕх чи малтанах кирлĕ граждансене - ватă çынсене - электронлă информаци ресурсĕсемпе тÿлевсĕр усă курма, паянхи информаципе коммуникаци технологийĕсен облаçĕнче пĕлÿ илме май туса парасси - Вăрнар районĕн поселенисем хушшинчи тĕп библиотека ĕçĕ-хĕлĕн тĕп енĕсенчен пĕри. Ку ĕç кăçал «Компьютер пĕлĕвне вĕрентесси» комплекслă программа йĕркипе пурнăçланать. Кăçалхи пĕрремĕш кварталтах, акă, Вăрнарти пенсионерсем компьютер пĕлĕвĕн шкулĕнче вĕренÿ курсне тухма пултараççĕ. Унта вĕсем компьютера ĕлĕкхилле пичет машини пек усă курма кăна мар, Интернет урлă кирлĕ информацие шыраса тупма тата ыттине те хăнăхĕç.
Хальхи вăхăтра вĕренÿ ушкăнне пухас тапхăр пырать. Библиотека ĕçченĕсене Вăрнар районĕн ĕçпе вăрçă, Хĕç-пăшаллă Вăйсен тата йĕрке хуралĕн органĕсен ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн председателĕ А.Ильин пысăк пулăшу кÿрет.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 февраля 2010
00:00
Поделиться
;