Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕвĕ фабрики ĕçлĕ пулма пулăшать (Инфомаци кунĕнче)

Юнкун, пĕрлехи информаци кунĕн йĕркипе, Раççей Федерацийĕн гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăрусем тата çутçанталăк инкекĕсене асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов, район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ-«Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников чи малтанах «Александра» тулли мар яваплă обществăра пулчĕç.
Виçĕ çĕвĕ фабрикине пĕрлештерекен çак предприяти паян районти ĕç рынокĕн чăн шанăçĕ тесен те йăнăш мар. Кунта тимлекен 250 ытла çынран нумайăшĕ çĕвĕç профессийĕпе ĕçсĕр юлнă хыççăн туслашнă. Анчах кадрсен йышĕ чи çивĕч «суйлав» витĕр тухса çирĕпленет.
Андрей Пушнев директор çĕвĕ цехĕн кашни секторĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, хатĕр продукцин кашни тапхăрĕпе паллаштарчĕ. Кунта çĕлекен шăлаварсем паян Мускавра, çĕршывăн хăш-пĕр регионĕсенче анлăн сарăлнă. Производство никĕсне «бизнес ту бизнес» никĕсĕ çинче йĕркелени предприяти экономикине ытлашши тăкаксăр хăватлатма май панипе пĕрлех пĕрлешсе ĕçлекен коммерсантсене те аталанма май парать.
«Александра» продукцине хамăр районта, республикăра вырнаçтарма нивушлĕ май çук; Ыйту ăнсăртран çуралмарĕ. Маларах вырăнти предпринимательсемпе те ĕçленĕ. Халĕ пăрахăçланине директор çĕвĕçсене кану кунĕнче хăйсене ĕçлесе илмелĕх çĕлесе сутма - хăйĕн бизнесĕ çинче пĕчĕк бизнес уçма - май туса панипе сăлтавларĕ. Вĕсем пĕтĕм республикăна тăхăнтартма пултарĕç-и; Республикипе - çук, Вăрнар хĕрарăмĕсенчен нумайăшĕ вара «Александра» шăлаварне кăмăлласа тăхăнать.
Тĕрĕссипе, хамăр район территоринче вырнаçнă çĕвĕ фабрикисем районти этемлĕхĕн илемлĕ çуррине 2,5 хут тăхăнтартма пултараççĕ. 70 модель, çирĕп материал, пахалăхлă çĕлев... Производство вырăнта тăманни цехсене хăватлă оборудованипе çирĕплетнинчен, ĕç графикне тухăçлă йĕркеленинчен те аван курăнать.
Çĕвĕ продукцийĕ Вăрнарта кун çути курни паллă-и; Андрей Александрович çак ыйтăва кĕтнĕнех,  сумлă хăнасене тавар ярлыкĕсене тыттарчĕ: «хула йышши Вăрнар поселокĕ...» вуларĕç вĕсем.
Хыççăн ĕçлĕ ушкăн Çĕрпеле тата Хирпуçне çул тытрĕ. Кунта вăл информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсемпе - РФ Правительствин председателĕ Владимир Путин Чăваш ене килсе кайни, республика бюджетне пуянлатасси тата социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртесси - калаçнă хыççăн савăнăçлă миссие пурнăçларĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене, ветеранĕсене тата тыл ĕçченĕсене Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилей медалĕсемпе наградăларĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 февраля 2010
00:00
Поделиться
;