Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Асăрхăр: конкурс

«Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществи» организацин республикăри уйрăмĕ, Раççей МЧС-ĕн республикăри Тĕп управленийĕ ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствипе пĕрле харăсах темиçе конкурс ирттереççĕ.
Пушар хуралĕн кунĕ тĕлне, акă, «Çулăм тата ачасем» республика конкурсне йĕркеленĕ.  Ачасен пушара хирĕçле тематикăллă пултарулăх ĕçĕсене - алăпа ăсталанă япаласене, плакатсене, видеосюжетсене (виçĕ номинаципе) - ВДПО-н районти участокĕнче, 27-мĕш пушар чаçĕнче апрелĕн 8-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Чи лайăх ĕçсене конкурсăн республикăри тапхăрне тăратĕç. Кунта çĕнтерекенсене хаклă парнесемпе хавхалантарма палăртнă.
Çавăн пекех шкулта, интернатсенче вĕренекенсен, ача сачĕсене çÿрекенсен «Ирĕклĕ пушарник: ĕнер, паян, ыран», «Таланты и поклонники» конкурссенче те ăмăртма май пур. Пĕрремĕшĕнче жюри ачасем пурнăçланă ал ĕçĕсене (тĕрĕсем, вĕт шăрçаран тунă ÿкерчĕксем, теттесем тата ытти те) хаклать пулсан, иккĕмĕшĕнче «Юрлас ăсталăх», «Автор е бард юрри», «Ташлас ăсталăх», «Театр искусстви» номинацисенче чи талантлă артистсене палăртса парнесемпе хавхалантарĕç.
«Пушар хăрушсăрлăхĕ» тематикăллă чи лайăх вĕренÿпе методика пособине суйласа илессипе çыхăннă конкурса хутшăнма вĕрентекенсене, методистсене, студентсене йыхравлаççĕ. Чи пуян та тулли проект хатĕрлекенĕн çĕнтерÿçĕ ята çĕнсе илес шанăç пур. Çавăн пекех вĕренÿ учрежденисенчи ОБЖ класĕсене техника оборудованипе, вĕренÿ пособийĕсемпе мĕнле тивĕçтернипе те смотр-конкурс иртет.
Конкурссене, пултарулăх ăмăртăвĕсене хутшăнас текенсем çакăн çинчен тĕплĕнрех ВДПО-н районти участокĕнче тата Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕнче ыйтса пĕлме пултараççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 февраля 2010
00:00
Поделиться
;