Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ПАТРИОТСЕМ ŸСТЕРЕСЧĔ (Февралĕн 23-мĕшĕ - Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ)

Раççей çĕрĕсене, унăн ырлăх-пурлăхне ăмсанса хапсăнакан çичĕ ютсем ĕмĕрсен тăршшипех, ытлашшипех пулнă. Анчах вырăс халăхĕ хĕçпе килнисене хăйсене хĕç айне туса пынă. Хаяр хăрушлăх умĕнче пуçа пĕкмесĕр чăмăртанма, ытти халăхсене хăй тавралла пуçтарма пултарнă. Кăштах историе асилер-ха.
1242 çул. Апрель. Унччен, пĕр икĕ çул маларах, шведсене хăваласа янă Александр Невский Чуд кÿллинче нимĕç рыцарĕсене çапса аркатать.
1380 çул. Сентябрь. Дмитрий Донской полкĕсем Куликовăра тутар-монголсене çĕнтерсе чăл-пар салатаççĕ. Ылтăн Урта тинех ура çине тăрайми хуçăлать.
1612 çул. Ноябрĕн 7-мĕшĕ. Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынипе халăх ополченийĕсем Мускавран Польша интервенчĕсене хÿтерсе тĕп тăваççĕ. Вĕсен шутĕнче тăракан Прокопий Ляпунов отрядĕнче чăвашсем те чылаййăн çапăçнă (летопиçре «великое число ясачных и служивых чуваш» тенĕ). Кунта çакна асăрхани вырăнлă: ноябрĕн 7-мĕшĕ тепĕр 305 çултан октябрьти революци кунĕпе тата 329 çултан Совет Союзĕн Хĕрлĕ Çарĕ Мускаври Хĕрлĕ площадьри парадран тÿрех гитлерла фашистсене аркатма кайнипе пĕр тухать.
1709 çул. Çу варри - июлĕн 10-мĕшĕ. Пĕрремĕш Петĕр Полтавăри хаяр çапăçура шведсене лăпчăтса путлантарать. Король (вун иккĕмĕш Карл) çитакне çÿлерех турткаласа Турци еннелле тапать...
1812 çул. Сентябрĕн 8-мĕшĕ. Бородино! Михаил Кутузовпа вырăс çарĕ Наполеонăн французсен çарне çĕнтерни чапĕ-мухтавĕ ĕмĕр-ĕмĕр сĕврĕлес çук.
Александр Суворовăн нихçан никам мăкăлтайман похочĕсем (Измаил крепоçне штурмлани, Альп сăрчĕсем урлă каçни, турккăсемпе французсене кÿпкенисем - тăршшĕпех тĕлĕнтермĕш). Павел Нахимов адмирал Синопри тытăçура эскадрăпа Турци флотне путлантарни, Севастополе паттăррăн хÿтĕлени... Федор Ушаков адмирал, Хура тинĕс флочĕн командующийĕ, Турципе Франци флочĕсене чаплăн çĕнтернĕ тĕслĕхсем... Çиелти хăш-пĕр фактсене кăна асăнтăм. Пĕлеççĕ-ши пирĕн çар пуçĕсене ачасем, çамрăксем; «Наука побеждать» (А.Суворов) йышши кĕнекесене тыткаласа пăхаççĕ-ши; Аслă Çĕнтерĕвĕн черетлĕ юбилейĕ - 65 çулĕ çывхарать. Хаçат-журналта асилÿсен ярăмĕсем пичетленеççĕ. Акă, «Российская газета» хаçатра, кăçалхи 5-мĕш тата 29-мĕш номерсенче, Иван Конев маршалăн хĕрĕ, Константин Рокоссовский маршалăн мăнукĕ каласа кăтартнисем çапăнса тухрĕç. Интереслĕ вуланаççĕ. Çавăн йышши интервьюсемпе очерксене шкулта ушкăнпа сÿтсе явни  усăллă пулĕччĕ. Георгий Константинович Жуков маршалăн килекен ăрусене халалланă сăмахне, ман шутпа, кашни шкултах курăнмалли вырăнта тытмалла.
Эпир халĕ паллă тăвакан Тăван çĕршыв сыхлавçисен кунĕ 1918 çултан пуçланать. Революци хыççăн Раççейре пачах çĕнĕлле çар - ĕç çыннисен çарĕ йĕркеленсе вăй-хăват пуçтарнă. Февралĕн 23-мĕшĕнче хăйĕн ирĕкĕпе халăх çарĕн пуçне тăнă офицер - патша çарĕн штабс-капитанĕ, рота командирĕ пулнă Александр Иванович Черепанов нимĕçсен Псков енне талпăнакан малти отрячĕсемпе çапăçăва тухнă, тăшманăн йышлăрах эшкерне шалкăм çаптарса, урине хуçмалăх çухатусем кÿрсе, каялла сирсе ывăтнă. Хĕрлĕ гвардеецсен çитĕнĕвĕсем Германие мирлĕ килĕшÿ çине алă пусма хуптĕрленĕ. Çапах та, хăрушлăх сирĕлмен. Антантăна пĕрлешнĕ империалистсем советсен çамрăк республикине хирĕç интервенцие вăйлатнă, шурă гвардие укçа-пухчана хĕрхенсе тăмасăр хĕçпăшаллантарнă, буржуалла националистсене кавар та мятеж чĕртме вĕслетнĕ. Хăйсем вăхăтлăха çĕнсе илнĕ территорисенче интервентсем тата халăх влаçĕн тăшманĕсем ытла тискерленнĕ. Тĕслĕхрен, Колчак адмирал çарĕсем Çĕпĕрте хĕрĕх пин çынна асаплантарса вĕлернĕ, персе пăрахнă. Хĕрлĕ армеецсем, вĕсен командирĕсем çак çапăçура кам çĕнтернинчен çĕршыв тата халăхăн шăпи килнине лайăх ăнланнă. Çавăнпа та хастар çапăçнă. Çавна пула 1920 çул вĕçĕнче çĕршыва тăшмантан тасатнă. Хура халăхăн Тăван çĕршывшăн тăнă кĕрешĕвĕнче паттăрла çарпуçсем тупăнса туптаннă. Çав шутра хамăрăн ентеш В.И.Чапаев - легендарлă 25-мĕш дивизи командирĕ, И.В.Смородинов - Инçет Хĕвелтухăç республики çарĕн штаб начальникĕ, С.Д.Павлов - 2-мĕш Амур çарĕн командующийĕ, С.С.Данилов - РККА штабĕн комиссарĕ, С.М.Буденнăйăн 1-мĕш утлă çарĕнче пирĕн ентешĕмĕр çирĕм çулхи хĕрлĕ армеец, пулас Совет Союзĕн Геройĕ Федор Ашмаров çапăçнă. Семен Михайлович ăна хастар боец пулнăшăн, хут купăспа чаплă вылянăшăн хытă килĕштернĕ.
Совет Союзне, тĕрĕссипе, пĕтĕмлетсе калас-тăк - тĕнчене чуралăхран, гитлерла фашизмран Совет Çарĕ, совет халăхĕ çăлса хăварнине, шел пулин те, хальхи йăх-ăру ăнланса-пĕлсех те пĕтереймест. Чăваш халăхĕн Аслă Çĕнтерĕве хывнă пай-тÿпи калама çук пысăк. Республикăн 208 пин ытла ывăлĕпе хĕрĕ фронтра пулса тăшманпа кĕретĕн çапăçнă. 106 пинĕ киле таврăнайман, вăрçă хирĕнче юлнă. Халăх йышне пăхса шутласан, Совет Союзĕн Геройĕсем урăх нимле халăхăн та чăвашсенни чухлĕ çук. Фронтра Вăрнар районĕнчен 10202 çын, пирĕн Мăн Явăш ял тăрăхĕнчен 452-ĕн пулнă. Алексей Воробьев - фронтовик- поэт çырнă пекех - явăшсем 225-ĕн Тăван çĕршывшăн хăйсен пурнăçне панă. Совет халăхĕн çĕнтерĕвĕсене вараласа  манăçа кăларасшăн тăрăшакансем çуллен çул хунаса хушăнаççĕ пулсан та, çĕршывшăн пуç хунисене мăшкăллама памăпăр, вĕсем ĕмĕрлĕхех пирĕн асра юлĕç.
Шел, фронтовиксем халалласа хăварнă иртнĕ пурнăçра пухăннă нумай çитĕнÿсене, хаклă пурлăха упраймарăмăр. Хуçасăрлăх, явапсăрлăх чуна çиет. Фронтовиксем, ветерансем умĕнче çакăншăн намăс. Малалла пулнă йăнăшсене астуса пирĕнтен лайăхрах пулĕç-и;
Совет Союзне аркатнă вăхăтра пирĕн мĕн пурĕ те пĕр союзник - Монголи халăх республики тăрса юлнă. Шушкевича хÿтерсе Президента А.Г.Лукашенко тухнăранпа тепре тăванла Беларуç пур. Çав вăхăтрах сăмсаран НАТО шаккаса тăрать: вĕсене Питĕре çитме - 120 çухрăм, Мускава - 600. «Реформа» тесе, ку направленире нумай çар чаçне пĕтернĕ. НАТОпа пĕр каварлă «мишкасикашвилисем» тавраллах выç кашкăрла тăраççĕ. Раççейпе Шурă Руçе «сивĕ вăрçă» тытăмĕнче  усрасшăннисем Мускав шалĕпе тулашĕнче те нумай. Япони çĕршывăмăрăн тутлă-çуллă «хÿринчен» - Курил утравĕсенчен çырткаласах тăрать... Пĕрлешÿллĕ Штатсемпе вĕсен союзникĕсен (Израиль, Евросоюз) Çĕр чăмăрĕн çăл куç евĕрлĕ регионĕсенче (Балкансем, Çывăх тата Вăтам хĕвел тухăç, Афганистан, Кавказ, Каспи тата Хура тинĕс бассейнĕсем, Арктика) пуç пулса тăрас тĕллевлĕ аппетичĕ ÿссе пынине хамăр курса тăратпăр. Тата: Раççейре халăх йышне чакарса Çĕпĕре çавăрса илесшĕннисем мĕн чухлĕ (Даллес, Бжезинский, Тетчер, Олбрайт, Райс пачах вăтанса тăмасăр каланисене астăвăр).
Раççей ирĕкĕпе пăхăнманлăхне куç пек сыхлас-хураллас ыйту паян çав тери çивĕч тăрать. Çамрăк ăрăва Федерацин «Çар тивĕçĕпе çар служби» çинчен калакан законĕпе килĕшÿллĕн воспитани парассипе, ман шутпа, чи малтанах вĕрентÿ тытăмĕнче хытă ĕçлемелле. Çавнашкал сатур ĕçлекенсенчен пĕри - ман аслă юлташăм Владимир Иванович Толстов. Ăна эсир аван пĕлетĕр. Явăш тăрăхĕнчен çарпа флотра службăра тăракан ачасемпе, вĕсен чаçĕсен командирĕсемпе вăл ялан çыхăну тытнă, кăтартуллă служба кĕнекине пухса хатĕрленĕ. Çăмăл мар службăри яш-кĕрĕме, ахăртнех, тăван шкул хисепĕнчен тухманни хавхалантарнă, вĕсем класлă специалистсем, разрядлă спортсменсем, çарпа политика вĕренĕвĕн отличникĕсем пулса тăнă. Çав шутра: Владислав Алексеев, Михаил Алексеев, Геннадий Алексеев, Михаил Васильев, Аркадий Васильев, Александр Васильев, Лев Герасимов, Юрий Ильин, Геннадий Квасов, Станиславпа Сергей Марковсем, Анатолий Павлов, Анатолий Петров, Георгий Тимофеев, Петр Тимофеев, Петрпа Геннадий Тихоновсем, Юрийпе Анатолий Толстовсем, Анатолий Федоров, Юрий, Григорий, Геннадий Языковсем... Вĕсем ĕçре те çаплипех маттур, воин тивĕçне гражданла тивĕçпе çÿллĕ шайра пĕрлештернĕ.
Явăшсем паян виççĕн шалти вăйсен тытăмĕнче тăраççĕ, çирĕм пиллĕкĕн Хĕçпăшаллă вăйсен ретне тăма хатĕрленеççĕ. Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу сунас килет.
Пирĕн шкулти тĕл пулусем пĕтĕмĕшпе çак йĕрпе иртеççĕ:
Тăван çĕршывшăн усăллă пулас тени вăл çут çанталăкпа, тавралли çынсемпе килĕшÿллĕ пурăнмаллине, çут çанталăк ырлăх-пурлăхне упраса малалла хушса пымаллине, çынсемшĕн, тăван кĕтесшĕн усăллă-пархатарлă ĕç тумаллине пĕлтерет.
Тăван çĕршывшăн кăкăрпа тăрас тени вăл хамăрăн сывлăха çирĕплетмеллине, пĕлĕве, тавракурăма анлăлатсах пыма кирлине, наукăпа техника çитĕнĕвĕсене пултаруллă ĕçшĕн алла илмеллине пĕлтерет. Экономика хăватне хамăрăн ятран тÿпе хывма тăрăшар. Çар службинче те, мирлĕ ĕçре те çĕршывăн хăюллă, шанчăклă хуралçисем пулар!


"Çĕнтерÿ çуле"
20 февраля 2010
00:00
Поделиться
;