Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пирĕн ентеш - чи лайăх атте

Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн Шупашкар хулинче «Чи лайăх атте» конкурса 2007 çултанпа ирттереççĕ. Пĕлтĕр çак ята Раççей Геройĕ Евгений Борисов тивĕçнĕччĕ. Конкурс девизĕ: «Çирĕп çемье - Раççей те çирĕп». Конкурс тĕллевĕ - çемье авторитетне çирĕплетесси, ачасене воспитани парас тĕлĕшпе ырă ашшĕсен пĕлтерĕшне ÿстересси.
Трактор тăвакансен Культура керменĕнче иртнĕ конкурса йĕркелекенĕ - Шупашкар хулинчи хĕрарăмсен канашĕ тата унăн председателĕ И. Клементьева. Спонсорсем те йышлă пулчĕç.
«Чи лайăх атте» конкурс çĕнтерÿçи ятне илессишĕн кăçал тăххăрăн тупăшрĕç. Тĕрĕссипе, жюри членĕсене лайăххисенчен чи лайăххине палăртма çăмăл пулмарĕ. Конкурс итогĕсемпе «Чи лайăх атте» ята икĕ çынна - çамрăк ăрурине тата аслă ăрурине - пама йышăнчĕç. Аслă ăрурисем хушшинче пирĕн ентеш - Хăмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Станислав Николаевич Львов çĕнтерчĕ. Вăл «Шупашкарти В.И. Чапаев ячĕллĕ призводство пĕрлешĕвĕ» ФПУП генеральнăй директорĕн заместителĕ, Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ, Суворов медалĕн кавалерĕ, Федераллă хăрушсăрлăх службин запасри подполковникĕ. Станислав Николаевич мăшăрĕпе, Калининăри вăтам шкулта пĕр класра вĕреннĕ Галинăпа, икĕ ача - Андрейпа Еленăна - пăхса çитĕнтернĕ. Ывăлĕпе хĕрĕ ашшĕпе амăшне пĕрер мăнук - Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçисене - парнеленĕ.
Пирĕн ентеше конкурс вăхăтĕнче  хавхалантаракан ушкăн - 7-мĕш заводăн шефа илнĕ шкулти кадет класĕ - пулăшса пычĕ. Çавăн пекех С.Львовăн йăх-несĕлĕсем çинчен унпа пĕр ялта çуралса ÿснĕ Валерий Кошкин - Федераллă хăрушсăрлăх службин запасри  полковникĕ - питĕ кăсăклă та чуна  тыткăнламалла каласа кăтартрĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 февраля 2010
00:00
Поделиться
;