Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Проекчĕсем – чи лайăххисем

Калининăри вăтам шкулти кадет класĕнче вĕренекенсем республикăра иртекен конкурссенче пĕрре мар палăрчĕç. Нумаях пулмасть вĕсем шкула тата тăватă призлă вырăн илсе килчĕç.
Вĕренÿпе социаллă тата кадет проекчĕсен республикăри виççĕмĕш конкурсне пĕтĕмпе çичĕ заявка панă, пурте конкурса хутшăнма тивĕçнĕ.
Хÿтĕлев Тăвайри вăтам шкулта иртнĕ. Алексей Константинов математика секцийĕнче (руководителĕ А.М.Павлов) «Асамлă квадратсен илемĕ» проекчĕпе дипломант пулса тăнă.
Дина Павлова вырăс чĕлхи (ертÿçи – Ю.И.Воинован вĕренекенĕ), Александр Воробьев (Г.В.Ласкина) биологи, Вера Иванова (Г.Н. Кошкин) социологи секцийĕсенче Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 февраля 2010
00:00
Поделиться
;