Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ейÿччен ĕлкĕрмелле

Поселокра пурăнакансем аван пĕлеççĕ, ĕçмелли шыв пахалăхĕ çинчен паян калаçмалли те çук. Ку анчах мар, шыв çителĕксĕр. Çавăнпа та Кĕçĕн Çавал çинчи пысăк строительство объекчĕ - шыв пухма ятарласа тăвакан вырăн - хăçан хута каясси пурне те кăсăклантарать. Вăрнарсене ĕçме юрăхлă шывпа тивĕçтерес тĕллевпе строительство ĕçĕсене пурнăçлама, акă, 2005 - 2009 çулсенче 359 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Пĕрремĕш тапхăр - плотина строительстви - вĕçленет те ĕнтĕ. Нумай та вăхăт иртмĕ - юр ирĕлме тытăнсанах вăл тулма пуçлĕ. Çакă тем пек кĕтнĕ, анчах питĕ яваплă самант.
Куçăм тапхăрĕнче - плотинана шыв пухăннă хыççăн водоводпа шыв тасатмалли станци хатĕр пуличчен - поселок йывăрлăха кĕрсе ан ÿктĕр тесе, шывпа тивĕçтермелли схемăна çирĕплетнĕ. Мĕншĕн тесен плотина тулса пынă май, Кĕçĕн Çавалтан поселокăн пĕр пайне шыв парса тăракан насус станцийĕ аяла юлать. Çавна май пĕлтĕрхи кĕркунне çĕнĕ насус станцийĕ тума тытăннă, «СтройГрандгрупп» организаци халĕ шывпа тивĕçтерекен линипе çыхăнмалли вырăна пăрăхсем туртассипе тимлет. Строительство ĕçĕсене вĕçлесен çывăх вăхăтрах пĕрремĕш тĕрĕслевсем иртмелле. Кăçал, акă, планпа водоводпа шыв тасатмалли станцин тата санитари сыхлавĕн зонин строительствине пуçламалла. Чăваш Республикин бюджетĕнчен ку тĕллевпе 120 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă.
Кĕçĕн Çавал çинчи шыв пухмалли вырăн строительствине ку ĕçре пысăк опыт пухнă специалист, «Чувашмелиоводхоз» ертÿçи Лев Некрасов асăрхаса-йĕркелесе тăрать. Вăрнарта тăтăшах пулаканскер, ытларикун та  вырăна тухса канашлу ирттерчĕ, плотинана тултариччен вĕçлемелли ĕçсем мĕнле шайра пынине тишкерчĕ. «Эпир пĕрремĕш тĕрĕслев вăхăтне тăсма пултаратпăр-ха, анчах çурхи ейÿ кĕтмест. Çавăнпа та ĕç хăвăртлăхне ÿстермелле, вăхăта сая яни хакла ларма пултарать», - çирĕп асăрхаттарчĕ вăл. Подряд организацийĕсем умне çирĕп тĕллев лартрĕ - палăртнă вăхăта ирттерсе ямасăр тĕрĕслеве хатĕр пулмалла.


"Çĕнтерÿ çуле"
06 марта 2010
00:00
Поделиться
;