Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕрарăмсем: миçен, ăçта, мĕнле

2009 çул пуçламăшĕ тĕлне Чăваш Республикинче 1279,4 пин çын пурăннă, çав шутран 591,2 пин (46,2 процент) арçын тата 688,2 пин (53,8 процент) хĕрарăм. 1000 хĕрарăм пуçне вăтамран 859 арçын, хулара - 813, яллă тăрăхра - 926.
16-39 çулсенчи хĕрарăмсем çак тапхăрти арçынсемпе танлаштарсан 4 процент е 9,4 пин ытларах.
Статистика ялсенче хĕрсем çитменнине кăтартать. Сăлтавĕ - ĕç вырăнĕсем сахалран хĕр-упраç хуланалла туртăнни. Пĕтĕмĕшле илсен çамрăксем мăшăрланма васкамаççĕ. 2008 çулта çемье çавăракансем 9325-ĕн пулнă пулсан, 2009 çулта - 9027-ĕн. Уйрăлакансен хисепĕ ÿснĕ: виçĕмçул - 4786 çемье, пĕлтĕр - 5053. Хĕрарăм сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнасси çине пысăк тимлĕх уйăрать, çавна май унăн кун-çулĕ те вăрăм. 60 çул хыççăнхи хĕрарăмсем арçынсенчен 2 хут, 70 çултан иртнисем - 2,5 хут ытларах. 100 çула çитиччен пурăнаканнисем хушшинче пурте тенĕ пекех хĕрарăмсем.
Этемлĕхĕн черченкĕ çуррин вăтам çулĕ - 40,36 çул, арçыннăн - 35,65 çул. Аслă пĕлÿ илнĕ хĕрарăмсен хисепĕ çултан çул ÿссе пырать. Вĕсем ытларах вĕрентÿ учрежденийĕсенче тата социаллă сферăра вăй хураççĕ. Промышленноçра тата ял хуçалăх отраслĕнче тимлекенсем сахаллансах пыраççĕ.
Хальхи вăхăтри хĕрарăм - ăста, пултаруллă, анлă тавракурăмлă. Ĕçре пысăк ÿсĕмсем тума тăрăшать. Обществăлла ыйтусене татса парас тĕлĕшпе те яваплăха туять. Вăл юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнчен тытăнса 25-мĕшĕччен иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçне те хастар хутшăнасса шанас килет.


"Çĕнтерÿ çуле"
06 марта 2010
00:00
Поделиться
;