Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Илем тĕнчине илĕртет (ÇŸНŸ КУРАВ)

Эрешлĕ рамăсенчи пурнăçа юратакан сăнсем, тĕрлĕ тĕссемпе чĕррĕн ялкăшакан чечексем, пусма çине хывăннă ытти шухăшлавлă ĕçсем... - пĕтĕмпех чуна чĕрĕлĕх, илемлĕх туйăмĕсемпе, çуркунне варкăшĕпе тыткăнлаççĕ. Авторăн - Елена Есенцеван, хăй те çурхи чечек пек илемлĕскерĕн, вĕçĕ-хĕрриссĕр фантазийĕ, тăрăшулăхĕпе таланчĕ кашнинче аван курăнать. Вăл, çак тĕнчен - тасалăхпа ăсталăх тĕнчин - хуçи, чунсене хăпартлантарма, ахăртнех, юриех чи илемлĕ ĕçĕсене суйланă.
«Дуновение» - Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче хамăр районта ĕçлесе пурăнакан художникăн пултарулăхне халалласа уçнă пĕрремĕш курав. Елена Есенцева хăй каланă тăрăх, ытларах пуканесем (стеллаж çинче вĕсене те курма пулать) ăсталама юратать. Чăваш патшалăх педагогика университечĕн художествăпа графика факультетне пĕтернĕ чухне диплома та çак ĕçпех хÿтĕленĕ.
Акварельпе çырнă ÿкерчĕксене сăн ÿкерчĕксенчен тÿрех уйăрса илме те çук - çав тери тĕплĕн çырнă. Ĕçсен пысăк пайĕ вара - батик техникипе çырнисем. Хĕвелтухăç çĕршывĕсенче йăл илнĕ çак искусствăпа ĕçлекенсем республикăра та сайра. Автор ÿкерчĕксем мĕнле çуралнипе паллаштарчĕ. Эскизĕ хут çинче шăрçаланать, хыççăн пусма çине куçать. Пĕр ĕçрех - темиçе сий, кашни урăх тĕспе выртать. Вăхăчĕ те, чăтăмлăхĕ те пайтах кирлĕ.
Ÿкерчĕксемпе киленнĕçемĕн, сисмесĕрех ал ĕçĕсен тĕлĕнмелле кĕтесĕ умне çитсе тăратăн. Алăпа ÿкерсе çырнă шарф-тутăрсем этемлĕхĕн черчен çурри валли уяв тĕлне чăн-чăн парне вырăннех. Ахальтен мар ĕнтĕ курава уçнă çĕре хутшăнакансем ăна хапăлласах туянчĕç.
- Çутçанталăк илемне çавăн пек тĕрĕслĕхпе пусма çине хывма пултарнине нимĕнле сăмахпа та каласа пама çук. Эпир ĕçтешĕмĕр куравĕнчен кăсăклине кĕтнĕ-ха, анчах çакăн пек асамлăха лекессе шутлама та пултарайман, - терĕ Е.Есенцеван ĕçтешĕ, ÿнер шкулĕн преподавателĕ Наталья Яковлева.
Чăннипе, автор ячĕпе хавхалантаруллă чи тĕрĕс сăмахсем чылай юхрĕç. Музей директорне Елена Шарипована, çакнашкал талантсене халăх умне кăларма пулăшнăшăн, мĕнпур ăрăва илем тĕнчипе туслаштарма пултарнăшăн тав турĕç.
Елена Есенцева çамрăк - искусство тытăмĕнче çĕнĕ çын мар. Акатуйсенче вăл ăсталанă шăхличĕсем умĕнче пĕрре кăна киленмен. Çак пултарулăха вăл пĕтĕмпех амăшĕнчен хывса юлнă. Ираида Есенцева чылай çул Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн художество уйрăмне ертсе пынă. Шел, чир талантлă çынна та хĕрхенмерĕ, пирĕнтен вăхăтсăр уйăрчĕ. Унăн паха ĕçне халĕ хĕрĕ чыслăн малалла тăсать.
Курав мартăн 20-мĕшĕччен ĕçлет. Илемлĕх патне туртăнакан кашни çын унта çитсе курма тивĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
06 марта 2010
00:00
Поделиться
;