Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Кăвак çулăм» ырлăх кăна мар, хăрушлăх çăлкуçĕ те

Паянхи кун «кăвак çулăм» районти вунпĕр пин ытла çуртпа хваттере çитет. Газ чăнахах та чăн-чăн ырлăх: пирĕн килсене ăшăтать, çулталăкри хăть хăш вăхăтра хăтлăхра пурăнма май парать. Анчах унăн пахалăхĕсене, усăлăхне палăртнă май, газ хăрушлăх çăлкуçĕ пулма пултарнине те манар мар. Çавăнпа та кил-çуртра, хуçалăхра газпа усă курмалли правилăсене çирĕп пăхăнма ыйтатпăр.
«Кăвак çулăмпа» усă курма меллĕ пулнине кунсеренех хăнăхса пыратпăр та, тимлĕх туйăмĕ майĕпен вăйсăрланать. Кайран вара - пушарсем, газ сирпĕнни, çынсем вилни... Акă, кăçалхи февралĕн 20-мĕшĕнче Отиккăвă ялĕнче Одинцовсен çемйине пысăк инкек килсе çапрĕ, сĕрĕм газĕпе наркăмăшланнипе вĕсен хĕрĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ. Тĕп сăлтавĕ - кил хуçисем газ котелне «Вурнарымежрайгаз» филиалĕн специалисчĕсене чĕнмесĕр хăйсем тĕллĕн çыхăнтарса хута яни. Унтан та хăрушăрах синкер мартăн 1-мĕшĕнче Услантăр Енĕш ялĕнче пулса иртрĕ. Пĕр çуртра каллех сĕрĕм газĕпе наркăмăшланса упăшкипе арăмĕ тата вĕсен мăнукĕ вилнĕ. Тĕтĕм вентиляцийĕн системи юсавсăрри илсе çитернĕ те çакнашкал инкек патне. Акă, вентиляци каналĕ штукатурка юлашкийĕсемпе тулса ларнă, тавралла эрешмен карти сырса илнĕ, пĕрмеллĕ алюмини тăрпа вара çурма петле пекех авăннă. Çапла майпа авăнчăк вырăнĕнче конденсат шывĕпе тулнă тăрпа газ çуннипе тухакан продуктсене кăларса ярайман. Тата çурт тăрринчи тĕтĕм тухакан хурçă тăрпана та ăшă тытмалла туман. Енчен те кил хуçисем хăрушсăрлăх правилисене пăсман-тăк - газ оборудованийĕн тата тĕтĕм тăрписен юсавлăхне пĕрмаях тĕрĕслесе тăнă, котельнăй пÿлĕмĕсене çывăрма-канма усă курман, вентиляци каналĕсене çĕтĕкпе хупламан, форточкăсене уçса сывлăша уçăлтарнă, тĕтĕм çулĕсемпе вентиляци каналĕсене çÿп-çапран тата пăртан вăхăтра тасатса тăнă пулсан - çак инкексем пирки паян калаçма тивместчĕ.
Çавăнпа та газпа усă курмалли ансат правилăсене тепĕр хут аса илтересшĕн. Ĕçлекен газ приборĕсене нихăçан та асăрхавсăр ан хăварăр, тĕтĕм тата вентиляци каналĕсене пăхса тăрасси те - сирĕн пĕрремĕшле тивĕç. Кунсăр пуçне туртăм вăйне газ приборĕсене çутиччен те, ĕç вăхăтĕнче те тĕрĕслемелле. Тĕтĕм çулĕсене питлĕхпе ан хуплăр, газ оборудованийĕ ĕçленĕ чух пÿлĕме уçă сывлăш кĕрсе тăма май пултăр. Тĕтĕм çулĕсемпе вентиляци каналĕсен пуçĕсене шăнса ларма тата хупланма ан парăр, сивĕ çанталăкра çакна уйрăм тимлĕхе илĕр. Инкексене асăрхаттарас тĕллевпе газ службин специалисчĕсемпе техника тĕрĕслевĕ тĕлĕшпе килĕшÿ çырмалла, вĕсене газ приборĕсен юсавлăхне пăхса тăма май туса памалла. Ку приборсене хăвăр тĕллĕн хута яма, улăштарма е юсама юрамасть. Газ приборĕсем вырнаçнă пÿлĕмсене техника тата  санитари тĕлĕшĕнчен тирпейлĕ тытса тăмалла, кунта çывăрни е канни питĕ хăрушă.
Асра тытăр: енчен те газ шăршине туйсан тÿрех газ приборĕсене сÿнтерсе крансене хупмалла, кантăксемпе алăксене уçса пÿлĕме çийĕнчех уçăлтармалла. 04 е 2-50-04 телефонпа шăнкăравласа аварипе диспетчер службине чĕнсе илĕр.  Çак вăхăтра уçă çулăм кăларни, сигарет туртни, электричество приборĕсемпе, электрошăнкăравпа усă курни, çутă çутни те çав тери хăрушă. «Кăвак çулăм» вăйĕпе ĕçлекен оборудовани юсавсăр пулнине, тĕтĕм тата вентиляци каналĕсем хăрушсăрлăха тивĕçтерменнине сиссен те вăхăта çухатмасăр «Вурнарымежрайгаз» филиала 04 е 2-50-04 телефонпа пĕлтермелле.


"Çĕнтерÿ çуле"
06 марта 2010
00:00
Поделиться
;