Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шураç кинĕ

Элĕк районĕнче Вăрнар енче çуралса ÿснĕ çынсем сахал мар пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Нина Тарасова. Вăл Элĕк районне качча киличчен «Янгорчино» кооперативра бухгалтерта тăрăшнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче кÿршĕ районсенчи «Янгорчино» тата «Таутово» хуçалăхсем ĕçлĕ тĕл пулусем час-часах йĕркелетчĕç. Ял ĕçченĕсем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ. Çапла майпа чипер пике Нина Шураç каччипе Левăпа паллашать. Туслăх юратăва куçать. Пĕр-пĕрне савакан чунсем кĕçех çемье çавăраççĕ. Пултаруллă специалиста «Таутово» хуçалăха ĕçлеме йышăнаççĕ. Кассир-бухгалтер ĕçне тивĕçлĕ пурнăçланăран ăна тĕп бухгалтера пулăшаканĕ пулма  шанаççĕ. Анчах та умри йывăрлăхсене чăтаймасăр хуçалăх панкрута тухать. Нина ĕçсĕр тăрса юлать. Тавăт ял тăрăхĕн ертÿçи Николай Михайлов ăна Шураç ялĕнчи культура çурчĕн директорне лартать. Çамрăк ертÿçĕ шанса панă ĕçре çанă тавăрса тăрăшма пуçлать - клуба çĕнĕ сăн кĕртет. 12 çынран тăракан «Хавас» пултарулăх ушкăнĕ йĕркелет. Вĕсен концертне тăтăшах çÿретĕп те - аваллăх, чăвашлăх, тăванлăх çинчен илемлĕ юрăсем шăрантаракан пикесем хамăр тăрăхра пурришĕн савăнатăп. Нина Тарасова пултаруллă кăна мар, пуçаруллă та. Вăл «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакторĕпе Маргарита Ильинапа пĕрле тăрăшнăран иккĕмĕш çул ĕнтĕ Шураç ялĕн кунне уявларĕç.
Нина мăшăрĕпе пĕрле икĕ ачана кун-çул парнеленĕ. Хĕрĕ Наташа Шупашкарти больницăра медсестрара вăй хурать, Игорь ывăлĕ - студент.


"Çĕнтерÿ çуле"
06 марта 2010
00:00
Поделиться
;