Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ айăплав тĕсĕ - ирĕклĕхе чакарни

Кăçалхи январĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн Уголовлă тата Уголовлă пурнăçлав кодексĕсен ирĕклĕхе чакарассипе çыхăннă айăплав тĕсĕ çинчен калакан положенийĕсем ĕçе кĕчĕç. Çĕнĕлĕх пирки уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен инспекци пуçлăхне Андрей Васильевич РОМАНОВА каласа пама ыйтрăмăр:
- Ирĕклĕхе чакарни - Раççейшĕн çĕнĕ айăплав тĕсĕ. Суд айăпланнă çын тĕлĕшпе чарусем кĕртет: талăкри хăш-пĕр вăхăтра çуртран (хваттертен) тухса кайма* палăртнă вырăнсене (эрех-сăра заведенийĕсене, дискотекăсене, каçхи клубсене) çÿреме* инспекци ирĕк памасăр муниципаллă пĕрлĕх территоринчен аякка тухса кайма* массăллă мероприятисем ирттерекен вырăнсенче пулма тата вĕсене йĕркелеме хутшăнма* пурăнмалли, ĕç е вĕренÿ  вырăнĕсене улăштарма юрамасть. Çавăн пекех уйăхра 1-4 хутчен инспекцие регистрацие килсе çÿремелле.
- Ăнлантарса парăр-ха: ирĕклĕхе чакарни айăплавăн тĕп тĕсĕ пулать-и;
- Тĕрĕссипе, икĕ майлă та пулма пултарать. Тĕп айăплав чухне - икĕ уйăхран пуçласа тăватă çулччен. Ăна йывăр мар тата вăтам йывăр преступленисем тунисен тĕлĕшпе усă кураççĕ. Хушма айăплав тĕсĕ чухне тĕрлĕрен, çав шутра йывăр преступленисемшĕн, сăмахран, çын вĕлернĕшĕн суд тенкелĕ çине ларнисем пирки те, çакăн пек йышăну кăларма пултараççĕ. Вĕсене колонирен тухнă хыççăн уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен инспекцие учета илеççĕ, асăрхавра тытаççĕ.
Саккунра палăртнă тăрăх, тĕп айăплав пулсан, ирĕклĕхе чакармалли тапхăр уголовлă ĕçе пурнăçланине йĕркелекен инспекцие учета тăнă кун пуçланать. Хушма айăплав чух е тĕрмере татса пĕтермен айăплав тапхăрне ирĕклĕхе чакарни çине улăштарнă пулсан - юсану учрежденийĕнчен тухнă кун.
Каласа хăвармалла, ку айăплав тĕсне çар çыннисем, ют çĕршыв гражданĕсем, гражданство тата яланлăх пурăнмалли вырăн çук çынсем тĕлĕшпе усă курма май пулмĕ.
- Айăпланнисене мĕнле асăрхаса тăма палăртнă;
- Асăрхав мелĕсем паллă: ирĕклĕхне чакарнă граждансем хăйсене мĕнле тытнине, суд йышăннă чарусене епле пăхăннине тĕрĕслесси, çитменлĕхсем тупăнсан çирĕп мерăсем йышăнасси. Асăрхава тивĕçтерме, тепĕр хут преступленисем тума парас мар тесе тата айăпланнисем çинчен кулленхи информацие пĕлес тĕллевпе инспекци сотрудникĕсен тĕрлĕ техника хатĕрĕсемпе усă курма право пур. Вĕсен переченьне РФ Правительстви çирĕплетет. Çавăн пекех инспекци ĕçченĕ ирĕклĕхне чакарнă çыннăн кил-çуртне хăть хăш вăхăтра (çĕрлесĕр пуçне) килсе кĕни, айăплав тапхăрне ирттерессипе çыхăннă ыйтусемпе калаçма инспекцие чĕнсе илни, пурăнакан тата ĕç-вĕренÿ вырăнĕсенче хăйне мĕнле тытни пирки информаци пухни саккуна хирĕçлемест.
- Енчен те чарусене пăхăнас теменнисем тупăнсан;
- Паллах, ирĕклĕхе чакарнă çын айăплав йĕркипе условийĕсене пăхăнассинчен пăрăнсан çакă уншăн ахаль иртмест. Пĕрремĕш хутĕнче асăрхаттаратпăр, иккĕмĕшĕнче официаллă асăрхаттару кĕтет. Енчен те çакна та шута илмесен, айăплав тĕсне улăштарма - йĕплĕ карта леш енне ăсатма - тивет. Хăйсене лайăх енчен кăна кăтартакансене вара тав туса, кану е уяв кунĕсене, отпуска муниципаллă пĕрлĕх тулашĕнчен аякра ирттерме ирĕк парса хавхалантаратпăр. Кунсăр пуçне айăплавран условнăй майпа срокчен маларах хăтарас ыйтăва та пăхса тухатпăр.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 марта 2010
00:00
Поделиться
;