Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çулпа çÿреме хăрушă

         «Çĕнтерÿ çулĕн» январĕн 30-мĕшĕнчи номерĕнче Вăрнарти пасар çывăхĕнче кĕçнерникун йĕркесĕрлĕх хуçаланни çинчен çырнăччĕ, сăн ÿкерчĕксенче те сăнланă. Вĕсене курсан çыраймасăр чăтаймарăм: пирĕн тăрăхри Калинино пасарĕ çывăхĕнче те кашни кĕçнерникунах çакнашкал ÿкерчĕк куç умне тухать. Шĕнер Ишек еннелле çаврăнса каякан çулăн икĕ енĕ те ир-ирех тулса ларать: пасар курма килнисен çăмăл машинисем те, выльăх пухакан тутарсен пысăк машинисем те кунтах - мĕн тĕрли çук пулĕ. Çав çулпах çуран çÿрекенсем те хĕвĕшеççĕ, тутар хĕрарăмĕсем кашни машина хыççăн «сурăх пур-и;!» тесе кăшкăрса чупаççĕ... Çавăн пиркиех унталла-кунталла иртекен автотранспортăн çĕлен пекех явăнса çÿреме тивет. Тата Вăрнаралла, Шупашкаралла каякан тĕп çул çине çаврăнса тухма та питĕ хĕн: çулсем хĕресленнĕ вырăнсенче стройматериалсем сутакан пысăк машинăсем умлă-хыçлă ларнăран водительсене ăçтан мĕн килни нимĕн те курăнмасть. Япăххине кĕтер мар та, инкек-тем ан тухтăрччĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 марта 2010
00:00
Поделиться
;