Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ырă ят - асăнмалăх

Мăн Явăшри краеведени музейĕнче пине яхăн экспонат шутланать. Вĕсене уйрăм пайсем тăрăх вырнаçтарса тухнă. Явăш тăрăхĕ ятлă-сумлă çынсемпе палăрса тăнă май, курма килекенсене ентешĕсен пархатарлă кун-çулне, мухтава тивĕçлĕ ĕçне-хĕлне сăнласа паракан документсемпе сăнÿкерчĕксем тыткăна илеççĕ. Уйрăмах вĕсем хăй тĕллĕн вĕреннĕ Геннадий Кириллович Иванов ÿнерçĕн (сăн ÿкерчĕкре) ÿкерчĕкĕсемпе ытларах кăсăкланаççĕ. Çынсем вĕсем умĕнче чылайччен шухăша кайса тĕлĕнсе, киленсе тăраççĕ, тивĕçлĕ хак параççĕ.
- Ÿкерчĕксене Турă панă пысăк туйăмсăр, пултарулăхсăр ÿкерме çук, - тет Çăкаллă Явăшри хăй тĕллĕн вĕреннĕ тепĕр ÿнерçĕ Г.Петров.
Ÿкерчĕксене Талхирте çуралса ÿснĕ, каярахпа Мăн Явăша пурăнма куçса килнĕ Кирилл Иванович Иванов ывăлĕ Геннадий ăсталанă. Вăл Мăн Явăшри 8 çул вĕренмелли шкулта, унтан Красноармейски районĕнчи Упири вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. Ача чухне çутçанталăк илемĕпе, унтан чĕрĕлĕхĕпе тыткăнланнăскер, тĕнчипе паллă сăрă ăстисен ÿкерчĕкĕсене кĕнекесенче курса-киленсе, ăша хывса çитĕннĕ. Тавралăх илемне вичкĕн куçĕсемпе сăнама, вуншар тĕссене суйласа илме, вĕсене асамлă ÿкерчĕксенче кăтартма вĕренес тесе Шупашкарти педагогика университечĕн художествăпа графика факультетĕнче ăс пухнă.
Тăван тавралăх пурнăçĕ - унăн тĕп теми. Ачалăхра чун-чĕрене тыткăнланă çутçанталăк чĕрĕлĕхĕ, кашни çынна чун кĕртсе хаваслăх кÿрекен хĕрарăмăн ытарлă шăпи канăç паман ăна, шухăшлаттарнă, тĕрлĕ ÿкерчĕксем тума хавхалантарнă. Акă «Портрет» картинăри хĕрарăм сăнарĕ. Куçсене урăх çĕрелле тартма пултараймасăр ÿкерчĕк çине тимлесе пăхатăп. Тĕпчет мăшăр куç. Вăл мĕнле туйăмсем çуратать-ши ыттисен чĕрисенче; Мана, ав, малашлăха шанса пурăнма, пурнăç урапи çинче çирĕп ларса пыма хистет. Хĕрарăм сăнĕ йывăрлăха çĕнме, çÿлелле çĕкленме, çĕнĕлле ĕçлеме вăй-хал парса тăрать тейĕн.
«Ял сăнĕсем» картинăна чăвашсен культурипе йăли-йĕркин, истори аталанăвĕн, кăмăл-туйăмĕн хăйне евĕрлĕ энциклопедийĕ теме пулать. Çак ÿкерчĕкĕн асра юлмалли килĕшÿллĕ енĕсем акă мĕнре: асаттесенчен юлнă, ĕмĕртен пухăнса çынсен ăс-тăн тĕрекĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе ĕмĕт-тĕллевĕ пĕтĕçсе шăрçаланнинче, çав çирĕп тĕвĕ пĕтĕм тавралăха илем кÿрсе тăнинче. Картинăн пĕтĕм шухăшĕ пирте мăнаçлăх туйăмĕ пиллесе хăварнă несĕлсен умĕнче парăм пуррине астутарать.
Геннадий Кириллович музее виçĕ ÿкерчĕк тăратнă. Виççĕшне те пысăк ăсталăхпа ÿкернĕ вăл. Çутçанталăк илемĕн çимĕçĕсем чĕррĕн туйăнаççĕ. Натюрмортсенче тăван тавралăх техĕмĕ, илемĕ, сăнлăхĕ сисĕнет, куракана хăй патне илĕртет, чĕнет...
Пысăк юханшыв та çăлкуçсенчен пуçланать тенешкел, Геннадий Иванов искусствăн анлă çулĕ çине çирĕп тăнă, Пĕтĕм Раççейри тĕрлĕ зонăсенчи выставкăсене хутшăннă, кашнинчех хăй çырнă ÿкерчĕксемшĕн парнесемпе дипломсем илнĕ.
Туптаннă ăсталăх ырă ят асăнмалăх хăварать. Геннадий Иванов ăсталанă ÿкерчĕксене явăшсем пысăк хак параççĕ. Пирвайхи утăмĕсем шанчăклă пулнине халăх сумлăн палăртрĕ пулсан, ăста алăллă, çивĕч куçлă, асамлă ĕмĕтлĕ Геннадий Кириллович Иванов ÿнерçĕн пултарулăхĕ анлă ейĕве тухмаллаччĕ, анчах вăл çутçанталăкран çамрăклах уйрăлса кайрĕ. Ÿнер ăстин кĕске пурнăçĕ тăван тавралăхпа, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе, философийĕпе, чăвашлăх туйăмĕпе тачă çыхăннă. Унăн ÿкерчĕкĕсем малашне те явăшсен чун-чĕрисене хавхалантарса, вăй-хал парса тăрĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 марта 2010
00:00
Поделиться
;