Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Йĕркелĕх хуçалантăр

Ĕлĕк ял урамĕсене тирпейлĕ-илемлĕ йĕркелес тесе тăрăшсах кайман: пурăнмалли çуртсене, тĕрлĕ хуралтăсене тĕлли-паллисĕр лартса тухнă, мĕнпур çÿп-çапа урам варрине тата çырмана кăларса пăрахнă. Паян вара ун сăн-сăпатне илем кÿрессишĕн чылай тăрăшни сисĕнет. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те ку енĕпе халăхран çирĕп ыйтма пуçларĕç. Çакă тĕрĕс те, яла тирпей кĕртни кунта пурăнакансемшĕнех усăллă.
Анчах хăшĕ-пĕрисем ытла та сĕмсĕрленме хăтланаççĕ-çке: тĕрлĕ хуралтăсене хăйсен хуçалăхĕнче мар, ял çыннисен пĕрле усă курмалли çĕр çине (урам хушшине) тухса лартаççĕ - транспортпа çÿреме те йывăр. Ĕлĕк те кĕлетсем урамра ларнă, анчах никамшăн та чăрмав пулман. Мĕн тĕлĕнтерет-ха: çынсем çапла ниçтан ирĕк илмесĕр хăпартнă çурт-хуралтăсене пăстарас вырăнне пуçлăхсем вĕсене саккунлă майпа йĕркелесе харпăрлăха кĕртме хистеççĕ. Çакă çынсене пуçтахланма вĕрентни мар-ши;
Тата тепĕр пулăм та питĕ килĕшÿсĕр: темшĕн çутă юписене тĕлли-паллисĕр вырнаçтарнă. Ял урамĕсене, акă, асфальтлă çулсем сармалла тесе калаçаççĕ. Ку ĕçре çутă юписем чăрмав кÿмĕç-ши; Çакăн çинчен маларах мĕншĕн шухăшламан-ши;
Пушă, юхăнса ларакан çуртсем те ялсенче тем чухлех. Хăшĕсен хуçисем хулара пурăнаççĕ, çурчĕсем вара ишĕлсе пыраççĕ, кил хушшийĕсенче те, умра та хытхура ашкăрать. Пуçлăхсем çирĕп тытса тăракан ялсенче çакнашкал йĕркесĕрлĕхе кураймăн. Пирĕн тăрăхра та пушă янраса ларакан çак çуртсемпе мĕн тумаллине пĕлмеççĕ мар ĕнтĕ. Вĕсене администрацисен хăйсем çине куçарса тепĕр çынна тивĕçтермелле те...
Тасалăх енчен те хавшатпăр. Çÿп-çап пуçтармалли ятарлă вырăнсем çук пирки ял халăхĕ ирĕксĕрех çырмасене тултарать. Çак ыйтусене тимлĕх уйăрасчĕ те.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 марта 2010
00:00
Поделиться
;