Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ТŸРŸСЛЕВ ИРТЕТ

«Тракторсемпе прицепсен тата хăй тĕллĕн çÿрекен ытти машинăсен патшалăх техника тĕрĕслевĕ çинчен» положенийĕпе килĕшÿллĕн çурхи ĕçсем пуçланиччен тракторсен, вĕсен прицепĕсен тата хăй тĕллĕн çÿрекен ытти машинăсен çулталăкри патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Кăçал вăл пирĕн районта Чăваш Республикин патшалăх техника тĕрĕслевĕн инспекцийĕн пуçлăхĕ çирĕплетнипе мартăн 20-мĕшĕнчен тытăнса иртет.
Техникăна тĕрĕслеве тăратнă чухне çак документсем пулмалла:
1. Патшалăх техника тĕрĕслевĕн 2 экземплярпа çырнă актсен бланкĕсем*
2. Механизаторсен списокĕ (унта ятне, ашшĕ ятне, хушаматне, удостоверенисен серийĕпе номерĕсене, категорийĕсене, çирĕплетсе панă тракторсен маркисене, вĕсен патшалăх номерĕсене кăтартмалла)*
3. Медкомисси витĕр тухнă механизаторсен списокĕ*
4. Урапаллă тракторсемпе прицепсене страхланине ĕнентерекен страховани полисĕ.
5. Техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнăшăн тÿлени çинчен квитанци (уйрăм çынсем) е укçа куçарни çинчен поручени (пурлăх тытакан, хăй хальлĕн ĕçлекен организацисем).
Техника тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче двигателе ĕçлеттерсе янă чухне трактор хускалса каяссинчен сыхлакан датчикĕн, руль управленийĕн, тормоз системин, çутă тата сасă сигналĕсен, кантăк  тасатмаллисен, хыçалти фарăсен юсавлăхне, огнетушитель, медаптечка, авари чухне чарăнмаллине пĕлтерекен паллăсем пуррине, трактор капотĕнче «Нейтрале тĕрĕсле», прицепсен борчĕсенче «Çынсене турттарма юрамасть», «Тĕревсĕр ĕçлемелле мар» тесе çырнисем пуррине тата ыттисене тĕрĕслеççĕ.
Предприяти-организацисен, ял хуçалăх производство кооперативĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисен техника тĕрĕслевне вăхăтра тата пахалăхлă ирттересси пирки тăрăшмалла.
Тракторсемпе прицепсене тытакан шкулсен, уйрăм çынсен техника тĕрĕслевĕ витĕр хуçалăхсемпе пĕрле графикпа палăртнă вăхăтра тухма тăрăшмалла.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 марта 2010
00:00
Поделиться
;