Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Улшăнусем кĕртнĕ

Пĕтĕм Раççейре те, Чăваш енре те наркотиксем сарăлассипе лару-тăру çивĕч тăрать, наркоманипе чирленине пĕрремĕш хут палăртнă тĕслĕхсен шучĕ ÿснĕ. Туртмалли хутăшсене республика территорийĕнче сутни те çынсен сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларать. Ку хутăшсем иртнĕ çул пуçламăшĕнче, акă, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр хулисенче сентресем çине тухрĕç, ытларах - «Спайс», «Джин», «Тропикал», «Даймонд» тата ыттисем. Вĕсене наркотиксене улăштаракан япаласен шутне кĕртме пулать. Ку ÿсен-тăран массисем организма марихуана тата гашиш евĕрех витĕм кÿнине палăртнă. Хутăшсен хакĕ виçине кура (0,25 грамран пуçласа 1 грамм таран) - вăтамран 250-1000 тенкĕ. Йÿнĕрех пулнăран тата вĕсен çаврăнăшне чарманран республикăра çак хутăшсемпе усă куракансем нумайланни курăннă. Çавăнпа та кăçалхи январĕн 22-мĕшĕнче РФ Правительствин «РФ Правительствин наркотиксен çаврăнăшĕпе çыхăннă хăш-пĕр йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» йышăнăвĕ вăя кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн, тытăмĕнче «шалфей предсказателей», «роза гавайская», кăвак лотос, «Сальвинорин А», синтетикăллă каннабиоидсем пур, çынсен сывлăхĕшĕн тата пурнăçĕшĕн хăрушă хутăшсене туса хатĕрлеме, упрама, сутма, сарма чарнă.
Январĕн 27-мĕшĕнче Чăваш транспорт прокуратури ЧР транспорт çинчи йĕрке хуралĕн органĕсен ертÿçисене координациллĕ канашлăва пухнă, çÿлерех асăннă туртмалли хутăшсен çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене асăрхаттарассипе, тупса палăртассипе тĕллевлĕ ĕçлеме тĕп задачăсене çирĕплетнĕ.
Туртмалли хутăшсен çаврăнăшĕ тĕлĕшпе саккунсене мĕнле пăхăннине асăрхаса тăма ЧР прокуратурипе пĕрлехи мероприятисен планне хатĕрлесе çитернĕ, пĕрлехи тĕрĕслевсем, пĕтĕмлетÿсем пулĕç.
РФ Генеральнăй прокуратурин транспорт çинче тата таможня органĕсенче саккунсене пурнăçланине тĕрĕслессипе тимлекен Управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ О.Колесов ертсе пынипе, тĕрлĕ службăсем хутшăннипе февральте ведомствăсем хушшинчи канашлăвăн ларăвĕ иртнĕ. Çавăн пекех  почта çыхăнăвĕ урлă куçакан таварсене асăрхаса тăрассине йĕркелес тĕллевпе «Раççей почти» организацин представителĕсемпе те канашланă.
Йĕрке хуралĕн органĕсем республикăра пурăнакансене наркоманинчен хăтарас, хÿтлĕхе тивĕçтерес, сывлăха сыхласа хăварма май парас тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшаççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 марта 2010
00:00
Поделиться
;