Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уяв тĕлне - пултарулăх ăмăртăвĕ (Асăрхăр: конкурс)

Раççей пушар хуралĕн кунĕ тĕлне йăлана кĕнĕ тăрăх, кăçал та агитюмахсен конкурсĕ иртет. Йĕркелÿçисем - Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин районти производство участокĕ, патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕ, 27-мĕш пушар чаçĕ, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ.
Конкурса хутшăнма районти шкулсенче вĕренекенсене йыхравлаççĕ. Ăмăрту условийĕсенче палăртнă тăрăх, кашни ушкăнăн пушара хирĕçле тематикăллă театрализациленĕ представлени (20 минутран ытла мар) хатĕрлемелле. Жюри çамрăк артистсем мĕнле вылянине, темăна епле çутатнине, куракансене кăсăклантарнине, тумсен хăйне евĕрлĕхне хаклать.
Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансенчен заявкăсене Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕнче тата  ВДПО-н районти участокĕнче апрелĕн 5-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Ăмăртуçăсем хăйсен юмахĕсемпе апрелĕн 23-мĕ-шĕнче сцена çине тухĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 марта 2010
00:00
Поделиться
;