Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнарти училище - Раççейре чи лайăххи

Вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинче чи лайăх сайт вĕсен. «Çĕнĕлле ĕçлекен çулталăкри чи лайăх учреждени», «Аслă Атăл çамрăклăхĕ», «Объектив», киновидео творчествин «Çамрăксем кăтартаççĕ...» республикăри конкурссен кĕмĕл призерĕ. 2009 çул Вăрнарти 29-мĕш училище коллективĕпе вĕренекенĕсемшĕн тухăçлă та ăнăçлă иртрĕ. Маларахри çулсене илес пулсан та, кăтартуллă ĕçлени куç умĕнче - тĕрлĕ Кубоксем, дипломсемпе грамотăсем çитĕнÿсене мăнаçлăхпа çирĕплетеççĕ.
Вĕрентÿпе воспитани процесĕ çулсерен çĕнелсе пырать, професси вĕрентĕвĕ пурнăç ыйтнине тивĕçтерет, кунтан тухакансем ĕçе вырнаçасси тивĕçлĕ шайра, культурăпа массăллă ĕç - лайăххисен шутĕнче. Туслă коллектив палăртнă задачăсене пурнăçлассипе тĕллевлĕ ĕçлет. Корпоративлă культурăна аталантарассипе темиçе çуллăха хатĕрленĕ программа училище имиджне ÿстерессине кăна мар,  вĕренекенсен пур енлĕ аталанăвне, вĕсен ĕç рынокĕнчи тупăшаслăх вăйне  ÿстерессине те тĕпе хывнă. Вĕрентÿ пахалăхне пĕтĕм тĕнчери стандарта çитерессипе чылай тимлеççĕ. Наука тата практика ĕçĕ вăйлă аталаннă. Çамрăксен професси ăсталăхне ÿстерессипе чылай хуçалăхпа çыхăнса ĕçлесси йăлара.
Экономикăна тĕплĕн тишкернĕ май, паян училище ĕç рынокне «усăсăр» специалистсемпе чыхмасть, пурнăç ыйтакан профессисене çул пама тăрăшать. Çитес вĕренÿ çулĕн йышăнăвне çирĕплетнĕ те ĕнтĕ, кунта автомеханиксене (водительÇавтомобильсене юсакан слесарь), машинăпа трактор паркĕн юсавĕн тата техника тивĕçтерĕвĕн мастерĕсене (тракторист, водитель, слесарь), ÿсен-тăран мастерĕсене, строительство ĕçĕсен мастерĕсене (каменщик, сварщик), водитель-утарçăсене, повар-кондитерсене хатĕрлĕç.
Ÿсĕм-çитĕнĕвĕсене ахальтен асăнмарăм. Çаксем пĕтĕмпех «Пуçламăш тата вăтам професси вĕрентĕвĕн Раççейри чи лайăх вĕрентÿ учрежденийĕ» конкурсăн хаклав критерийĕсене кĕнĕ. Февралĕн юлашки тăватă кунĕнче Санкт-Петербургра иртнĕ пĕтĕмлетÿ тăрăх Вăрнарти 29-мĕш училище çак конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă. Республикăран унта пилĕк вĕрентÿ учрежденийĕ хутшăннă, çĕршывĕпе - 64 регионтан.
Училище директорĕ Николай Васильевич Васильев чыслав йĕркипе Санкт-Петербургра иртнĕ наукăпа практика конференцийĕсем, çавра сĕтелсем, хĕрÿ калаçусем аграри тытăмне специалистсем хатĕрлессипе чылай çивĕч ыйту хускатнине каларĕ. Çĕршыври ĕçтешĕсен паха опытне илсе килнипех вăл тăван училищĕне Дипломпа тата ылтăн медальпе таврăннă. Унăн кăкăрĕ çинче вара малашне «Çулталăк директорĕ» паллă мăнаçлăн çуталĕ.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе, малашнехи плансемпе училищĕре те çавра сĕтел иртрĕ. Директорăн заместителĕсем Н.Бизяева, М.Христофоров, О.Яковлева, Т.Алексеева бухгалтер çак конкурсри пысăк хаклав район, пĕтĕм республика валли  ăсталăхлă ял хуçалăх специалисчĕсем хатĕрлессипе малашне тата та пахалăхлăрах, тăрăшуллăрах ĕçлеме хистенине палăртрĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 марта 2010
00:00
Поделиться
;