Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вилмеллех суранлатнă

Февралĕн 23-мĕшĕнче Вăрнарти пĕр хваттерте кил хуçи хĕрарăмĕн виллине тупнă. Унăн кĕлетки çинчи хăрушă сурансем 71-ри кинеми хăй вилĕмĕпе вилменнине кăтартса панă. Куçа курăнакан сурансемсĕр пуçне шалти органсем те сиенленнĕ, юн кайнă, аяк шăммисем хуçăлнă тата ытти те. РФ Прокуратури çумĕнчи Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Канашри районсем хушшинчи следстви пайĕн следователĕ А.Спиридонов пĕлтернĕ тăрăх, ку тискер преступленипе уголовлă ĕç пуçарнă. Малтанхи следстви мероприятийĕсем ирттернĕ май, кинемин хваттерĕнче унчченхи кун кăнтăрла А. пулни, вĕсем хушшинче хирĕçÿ тухни паллă. Ÿсĕр арçын хĕрарăма тĕрлĕ вырăнтан тапнă, çапнă.
«Ку хваттерти лару-тăру йĕркеллĕ пулнă тесе калаймăн, хуçи эрех ĕçкелеме юратнă. Çăра уççине çухатнăран юлашки вăхăтра алăка уçă тăратнă, кунта такам та ирĕклĕнех кĕрсе çÿренĕ. Алкогольлĕ шĕвексен «тусĕсем» те кунта тăтăшах пуçтарăннă», - пĕлтерчĕ А.Спиридонов следователь.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 марта 2010
00:00
Поделиться
;