Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çуран пыракана таптанă (Шалти ĕçсен пайĕнчен пĕлтереççĕ)

Ытларикун 16 сехет иртсен Пăртас-Волонтер автоçул çинче 44-ри арçыннăн пурнăçĕ синкерлĕ татăлнă. Инкек Çарăклăран пĕр километрта пулса иртнĕ. «Фольцваген» автомобильпе пынă 41-ри водитель руле тытса чарайман, çуран утакана таптанă. Машина ураписем айне пулнă арçыннăн суранĕсем пурнăçшăн хăрушă пулнă - вăл инкек вырăнĕнчех сывлама пăрахнă.
Çурхи çанталăк ултавлă: пĕрре юра ирĕлтерет, тепре сивĕ парăнмасăр шăнтса лартать, çавна пула çулсем питĕ пăрлак. ГИБДД ĕçченĕсем водительсене те, çуран çÿрекенсене те çул çинче уйрăмах асăрхануллă пулмаллине аса илтереççĕ.
Мартăн 17-мĕшĕнчи тĕрĕслев вăхăтĕнче тĕрлĕ ялсенче электричествăпа саккунсăр майпа усă курнине тупса палăртнă. Кунашкал тĕслĕхсем Мăн Явăш, Кĕçĕн Кипек, Çăкаллă Явăш ялĕсенче пулнă. Хăшĕ-пĕрисем хăйсем тĕллĕн электричество сечĕпе çыхăннă, электроэнерги харпăрлăхçипе килĕшÿ çырмасăрах çутăпа тÿлевсĕр усă курса пурăннă. Вĕсем «Чувашская энергосбытовая компания» обществăна самаях тăкак кÿнĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 марта 2010
00:00
Поделиться
;