Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çуркуннене хатĕрленсе

Утарçăсене хĕлле пыл хурчĕсен сывлăхне, пурнăçне сыхласа хăварасси ытларах кăсăклантарать. Вĕсене хĕл каçма кĕркунне лайăх хатĕрленĕ, апатпа çителĕклĕ тивĕçтернĕ-тĕк, сивĕ кунсене пыл хурчĕсен çемйисем аванах тÿссе ирттереççĕ. Анчах кăçалхи хĕл вĕсемшĕн çăмăл пулмарĕ. Çанталăк тăршшĕпех ытла та сивĕ тăнăран пыл хурчĕсем апата чылай тăкакларĕç. Яланхи пек хатĕрлесе хăварнă сапассем çителĕксĕр пулма пултараççĕ. Пыл хурчĕсен çемйисене сыхласа хăварас тĕллевпе утарçăсен кирлĕ мерăсене вăхăтра йышăнмалла. Кăçалхи çуркунне пурнăçламалли вара нумай.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, районти хурт-хăмăр ăстисем кăçал та çуркуннехи семинар-канашлăва пухăнаççĕ: хуçалăхсен тата уйрăм çынсен утарĕсенче пыл хурчĕсем мĕнле хĕл каçнине пĕтĕмлетĕç, çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçсем çинчен калаçĕç. Канашлу мартăн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн актовăй залĕнче иртет, 12 сехетре пуçланать.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 марта 2010
00:00
Поделиться
;