Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ГЕРОЙ МĂШĂРĔ (А.А.Иванов çуралнăранпа 90 çул)

Фронт хĕрачи, Катя-Катюша, вăрçă кунĕсене чи малтанхисенчен пуçласа мĕн юлашкине çитиччен чĕррĕн чăтса ирттернĕ фельдшер, хăй сывă юлнинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Çав вăхăтсене паян кунчченех чунтан хумханса аса илет.
- Совет Союзĕн хăрушлăха кĕтсе çирĕплетнĕ чиккине Гитлер çарĕ аркатнă сехетре Брест çывăхĕнче тăраттăмăр, - терĕ Екатерина Владимировна. - Çут тĕнче айăн-çийĕн пĕтĕрĕнет. Çунать, сирпĕнет. Вĕри тусан хура тĕтĕмпе хутăшнă, нимĕн те курăнмасть. Килтен, ялтан, хуларан çăлăнăç шыраса хăпса тухнă çын куç умĕнчех аçа çапнăн тăкăнать.  Вăй-хал пурри, алла пăшал тытма пултараканни вăрмана - партизансем патне талпăнать. Ман Михаил шăллăм вун улттă тултарас чухне тан мар тытăçура  партизансен отрядĕнче пĕтрĕ. Бобруйскри эвакогоспитальте манăн талăкĕ-талăкĕпе куç хупмасăр тенĕ пек хыпкаланма тиветчĕ...
Вĕсен Турă пилленĕ кун-çул шăпи çав хулапа çыхăннă.
- Анатолий Александровичпа вăрçă хыççăнхи çур çултан Бобруйскри театрта тĕл пулса паллашрăмăр. Çар çынни хăюллă та хастар (çĕнтерÿçĕ, Совет Союзĕн Геройĕ!). Гварди лейтенанчĕ, хайхискер, мана васкатма тытăнчĕ...
1946 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче Чăваш енĕн сатур вырăсĕпе Шурă Руç чиперĕ Бобруйскра самай чаплă туй кĕрлеттернĕ. Çав çулах вĕсем Вăрнара çаврăнса çитнĕ. А.А.Иванова парти райкомĕн секретарьне суйласа лартнă. 1953-мĕшĕнче халăх депутачĕсен райĕçтăвкомĕн председательне куçарнă. Герой ку вырăнта виçĕ çул тăрăшнă. Ун хыççăн поссовет пуçĕнче тăчĕ, сĕт-çу завочĕн, нефть базин директорĕ пулчĕ. Екатерина Владимировна вара тăршшĕпех, хĕрĕх виçĕ çул хушши, поселокри чылай пысăк ясли-садра заведующире ĕçлерĕ. Вĕсене пĕлмен-палламан çын çукчĕ ĕнтĕ. Хăйсене те, хĕрĕсене те хытă хисепленĕ. Уйрăмăнах халăх хушшинче ырă пулнăшăн, общество ĕçне хастар хутшăннăшăн юратнă.
Совет Союзĕн Геройĕ Анатолий Александрович Иванов çĕршывăн тĕттĕмлĕх кнеçĕсем - Горбачевпа Ельцин туса хунă путсĕрле пăтранчăк вăхăтра хăйне таса та çирĕп тытрĕ. Союзăн тулашри тата шалти тăшманĕсем хĕтĕртнипе Ельцин компартие политрепресси йĕркипе «хупнине» аслă судсем тĕрĕс мар тесе йышăннă хыççăн КПРФ ретне чи маларах тăраканĕсенчен пĕри пулчĕ. Анчах вăрçă ветеранĕсене Совет влаçĕ парнеленĕ çăмăллăхсене законсăр-мĕнсĕр тăрук туртса илнине (каярахпа вĕсене тавăрмалла пулса тухрĕ) тÿссе тăраймарĕ, йывăр аптраса пульницана выртрĕ. Ăна «ыррăн» илĕртсе те, сăнавлăн хĕсĕрлесе те компартирен тухма темиçе хутчен хуптĕрленĕ. «Тапăну саманчĕсене пачах пăркаланмасăр чăтрăмăр, - тет халь Екатерина Владимировна. - Эпир ăшран улшăнман, тÿнтерле тавăрăнман, Тăван çĕршыв ячĕпе ачаран каланă тупа сăмахĕсене пăрахăçламан».
Анатолий Александровича, аксакал шайĕнче сума суса, чăн-чăн паттăрлăхне, чыслă, ăслă, совеçлĕ позицине хакласа, икĕ хут Герой вырăнне хураттăмăр. «Куç умĕнчи супостат хăратмасть, хыçалтан йăпшăнакан тăшман хăрушă!» - тетчĕ вăл. Хăй вара нимле тăшмана та парăнмарĕ. Мăшăрĕ те çавнашкалах. Пĕр калăпра кăшăлланă тейĕн. Герой парти пухăвĕсене пĕр сиктермесĕр çÿрерĕ. Хушăран: сире дисциплина çитмест, тесе ÿпкелешетчĕ. «Тĕрĕслĕхшĕн çапăçăр - вара путараймаççĕ!» - çаплаччĕ унăн кредо сăмахĕ.
Паян - вăрнарсем икĕ хут Герой тенĕ çыннăн çуралнă кунĕ. Вăл Вăрнарăн хисеплĕ гражданинĕ пулнине те, ячĕ республикăн Паттăрлăх Кĕнекине çырăннине те манмăпăр. Çак кун Геройăн мăшăрне - хисеплĕ Екатерина Владимировнăна çывхарса килекен Аслă Çĕнтерÿ юбилейĕ ячĕпе ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунас килет!


"Çĕнтерÿ çуле"
20 марта 2010
00:00
Поделиться
;