Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Инсульт, инфаркт пирки

Пĕтĕм Раççейри сывлăх сыхлавĕн организацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вăйлă аталаннă çĕршывсенче пурнăçран уйрăлнă кашни иккĕмĕш çыннăн диагнозĕ - чĕре тата юн тымарĕсем сиенленни. Çак чир-чĕрсемпе чирлекенсен хисепĕ Раççейре те ÿссе пырать. Уйрăмах чĕре мышцин инфаркчĕ сисчевлĕ пулма хистет.
Пациентсене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ пама 2009 çулта Шупашкарти клиника больницин çумĕнче юн тымарĕсен центрне уçнă. Унăн Чăваш Республикинче тăватă уйрăм. Вăрнар районĕ Çĕмĕрле хулинчи уйрăма пăхăнать. Юн çаврăнăшĕ пăсăлнипе, чĕре мышцисене юнпа кислород çитменнипе аптрасан районти васкавлă пулăшу бригадине чĕнмелле. Медицина ĕçченĕсем пĕрремĕш пулăшу панă хыççăн чирлĕ çынна больницăна леçеççĕ. Малтанхи 3-6 сехет хушшинче пациента пахалăхлăрах сиплеме пулать. Çавăнпа та чирлĕ çынпа пĕрле пурăнакансен сисĕмлĕ пулмалла, васкавлă пулăшу бригадине хăвăртрах чĕнмелле. Юн тымарĕсен центрĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕнче выртма паспорт, страхлав медицина полисĕ, пенси страхлав свидетельстви, амбулатори кĕнеки кирлĕ. Стационар условийĕсенче сипленнĕ хыççăн малалла сывлăха çирĕплетме ĕçлекен граждансене (страхланисене) «Чувашиякурорт», «Надежда» санаторисене яраççĕ.
Стационартан кăларнă хыççăн пациентсен сывлăхне районти неврологпа кардиолог тĕрĕслесе тăраççĕ.
2009 çулта районти 117 çынна инсульт çапнă, 42-шĕ вилнĕ. Çапла вара пуç е çурăм мимине юн пыма пăрахнине пула 84 çын инвалида тухнă, çав шутран 19-шĕ - ĕçлеме пултараканнисем.
Пĕлтĕр чĕре мышцин инфаркчĕ 43 çыннăн пулнă, 5-шĕ пурнăçран уйрăлнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 марта 2010
00:00
Поделиться
;