Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕр хуçалăхра - виççĕмĕш пушар (01 служба пĕлтерет)

Ытларикун районти пушар чаçĕн сотрудникĕсен каллех вут-çулăмпа кĕрешме тивнĕ. Рункă ялĕнче инкек тухни çинчен 16 сехет тĕлĕнче пĕлтернĕ. Пушара сÿнтерме Вăрнартан икĕ машина харăс тухса кайнă, анчах пулăшу çитнĕ çĕре пĕр хуçалăхри йывăç çурта çулăм тавраллах явса илнĕ. Ăна çăлса хăварма май килмен. Анчах чи хăрушши - пушарта кил хуçин пурнăçĕ татăлнă. Унăн виллине çунакан пÿрте сÿнтернĕ чух тупнă.
Инкек сăлтавне тĕплĕн палăртассипе халĕ яваплă службăсем тимлеççĕ. Çапах та, патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пушар кил хуçи çулăмпа асăрханусăр пулнăран тухма пултарнă. Чи малтанах вырăн хатĕрĕсем çунма тытăнни паллă.
Сăмах май, çак инкек ку хуçалăхра виççĕмĕш иккен. Иртнĕ çулталăк хушшинче кунта сарай, мунчапа лаç çуннă. Хальхинче, акă, пÿртрен нимĕн те юлман, кил хуçи хăй те пурнăçран уйрăлнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 марта 2010
00:00
Поделиться
;