Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар тăрăхĕнчи тĕл пулусем

Чăваш ен Президенчĕ Николай Федоров ытларикун Вăрнар районĕнче ĕçлĕ тĕл пулусенче пулни, çавăн пекех Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи коррупцие хирĕç кĕрешекен координаци канашĕн тата наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен республикăри комиссин пĕрлехи ларăвне ирттерни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ.

Илĕртÿллĕ

малашлăх кĕтет

Президент малтан Калинино сали çывăхĕнче тасатмалли сооружени тунă çĕре çитсе курчĕ, строительсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Çак объекта пĕлтĕрхи сентябрьте тума тытăннă, кăçал, Республика кунĕ тĕлнелле, унăн пĕрремĕш черетне хута ямалла. Сооружение тума 100 миллиона яхăн тенкĕ уйăрнă. Сăмах май, çакăн пек проект Раççейĕн чылай регионĕнче, Шăмăршăпа Куславкка тăрăхĕнче те, ĕçе кĕнĕ. Производствăна йĕркелекен пай пуçлăхĕ Н.Боровикова пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ технологие Раççей Правительствин саккасĕпе туса хатĕрленĕ, тухăçлăрах усă курассишĕн установкăна çĕнетес тĕллевпе чăваш конструкторĕсем малалла ĕçлеççĕ, модификациленĕ «Нептун» шанчăклă, шĕвек каяш пухăннă азотпа фосфора лайăх уйăрать, лĕкĕ калăпăшне вунă хут чакарать, унпа удобрени вырăнне усă курма юрăхлă.
Тăватă метр тарăнăшне вырнаçтарнă «Нептун» установкăна детальсем çирĕплетекен сварщиксемпе те калаçрĕ Президент, вĕсен ĕç укçи калăпăшĕпе те кăсăкланчĕ. «Япăх мар ĕçлесе илетпĕр», - пулчĕ хурав.
Николай Васильевич çак сооружение ĕçе кĕртни экологин çивĕч ыйтăвне çăмăллатма, Калинино салине тасарах, илĕртÿллĕрех тума, кунта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатма, çавăн пекех инвесторсене те илĕртме пулăшасса систерчĕ.
«Хута янă хыççăн объектра камсем ĕçлĕç;» - кăсăкланчĕ Президент. Район пуçлăхĕ А.Кузьмин ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ятарлă курссене халĕ тăватă оператора вĕренме яни çинчен пĕлтерчĕ.

Çĕнĕлле

ытларах ĕçлемелле

Президент Вăрнар поселокĕнчи «Александр» тулли мар яваплă обществăна çитсе курчĕ. Кунта 300 çын тимлет. Предприятире хĕрарăмсем валли шăлаварсем çĕлеççĕ. Вăрнарсен продукцине Мускава ăсатаççĕ. Çĕвĕçсем виçĕ кун ĕçлеççĕ, виçĕ кун канаççĕ. Сменăра пин е ытларах шăлавар хатĕрлеççĕ.
А.Пушнев директор хăнасене цехран цеха илсе çÿресе производство ÿсĕмĕпе, ĕçри çĕнĕлĕхсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Президента компьютер пулăшнипе кĕсье вырнаçтаракан технологи вăрттăнлăхĕ, çавăн пекех шăлавара вĕри пăспа темиçе çеккунтрах якатма май килни хытă кăсăклантарчĕ, пĕр шăлаварне хăй якатрĕ.
«Пĕчĕк тата вăтам бизнес вăй илни савăнтарать, - терĕ Николай Васильевич. - Тытăннă тĕллеврен ан чакăр. Утăм хыççăн утăм туса малалла талпăнăр. Район экономики сирĕн пек предприятисем çинче тытăнса тăрать».
Ырă улшăнусем чылай пулин те, Н.Федоров çитменлĕхсене те асăрхарĕ, инноваципе çине тăрса усă курма сĕнчĕ. А.Пушнев директор çĕнĕ корпус тăвас ĕмĕт пурри çинчен пĕлтерчĕ. «Ăна ăçта тумаллине район пуçлăхĕпе Анатолий Иванович Кузьминпа çывăх вăхăтрах палăртăпăр. Çĕнĕ корпуса хута ярсан предприяти хăвачĕ татах ÿсĕ», - терĕ.

Наркомансем

обществăшăн ют

Юлашкинчен Николай Федоров Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи коррупцие хирĕç кĕрешекен координаци канашĕн тата наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен республикăри комиссин пĕрлехи ларăвне ирттерчĕ.
Ларура Федерацин наркотĕрĕслев службин Чăваш енри управленийĕн пуçлăхĕ Ф.Шабаев наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисен шучĕ ÿснине палăртрĕ. Тĕпрен илсен, вĕсенчен çуррийĕ ытла Шупашкар хулине лекет. 2005 çултан пуçласа, акă, наркотиксемпе иртĕхекенсен тата наркоманипе чирлекенсен шучĕ республикăра çулсерен 150-200 çын хушăнса пырать-мĕн. Кăçалхи январĕн 1-мĕшне наркологи учрежденийĕсенче наркологи патологиллĕ 2385 чирлĕ çын шутра тăнă, вĕсенчен 72 проценчĕ - Шупашкарта пурăнакансем. Наркотĕрĕслев кăтартăвĕсемпе, акă, республика территорийĕнче çулталăкра вăтамран 9-16 килограмм героинпа усă кураççĕ. Ф.Шабаев пĕлтернĕ тăрăх, йăпанмалли клубсенче, вĕренекенсемпе студентсем хушшинче амфетаминпа, экстазипе, марихуанăпа, гашишпа иртĕхекенсем йышланни шутлаттарать.
Юлашки вăхăтра республикăна кÿршĕ регионсенчен çĕнĕ йышши наркотиксем килме тытăннă. Сăмахран, дезаморфин. Çак наркăмăша хатĕрлеме «ал айĕнчи» япаласемпе - тĕрлĕ таблеткăпа, бензинпа, растворительпе - усă кураççĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, дезаморфинпа иртĕхекенсем виçĕ çултан ытла пурăнмаççĕ.
Ларура наркотиксемпе иртĕхессине хирĕç профилактика ĕçне вăйлатма кирлине уйрăммăн палăртрĕç. Ку енĕпе çамрăксемпе ытларах тимлемелле, вĕсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармалла. Çакна Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ С.Петрова чылай тĕслĕхпе çирĕплетрĕ. Çавăн пекех ларура физкультурăпа спорт комплексĕсемпе хальлĕхе туллин усă курманнине каларĕç.
Коррупци ыйтăвĕсене сÿтсе явнă май, тĕпрен илсен, ларура калаçу социаллă çак инкеке хирĕç тĕллевлĕ кĕрешме саккунсене лайăхлатасси пирки пычĕ. Сăмах май, коррупцие хирĕç кĕрешессипе çыхăннă документсем кăларассипе Чăваш Республики малтисен шутĕнче.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 марта 2010
00:00
Поделиться
;