Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Выльăх-чĕрлĕх тытма çăмăл маар (Хушма хуçалăх)

«Ял çыннин пурнăçĕ тулăх. Аш-пăш, сĕт туянса укçа-тенкĕ тăккалас çук. Çĕр улмийĕ те нÿхреп-сакай тулли», - илтме пулать тепĕр чухне хулара пурăнакансенчен. Калăн, ял çыннин асамлă сĕтел çитти пур. Ирĕн-каçăн тÿр пилĕке авмасăр, хура тар кăлармасăр кĕреке пуян пулма пултарать-ши; Лару-тăрăва тĕрĕс ăнкарма тăрăшмасть-çке хăш-пĕр хула çынни. Пĕлтĕр ав типĕ çанталăка пула çăлсене шыв сахал кĕнĕрен выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре йывăрлăхсем сиксе тухрĕç. «Ĕне выльăха шăварма ăçтан шыв тупмалла;» - канăç памасть çак ыйту хушма хуçалăха тытакана. Пуçаруллисем, тавçăруллисем пĕрех пуçа усмаççĕ. Пĕвере вак касса шыв туртаççĕ е выльăх усраман кÿршисемпе калаçса татăлаççĕ... Кашниех кăткăслăхран тухмалли мĕнле те пулин мел шырать. «Çăлра шыв питĕ сахал. Апат-çимĕç пĕçерме кăна çиткелесе пырать. Юрать, пĕлтĕр упăшкапа ывăл тăрăшнипе пĕлнĕ пекех пĕчĕк пĕве чаврăмăр. Халĕ ĕне выльăха шăварасси пирки пуç ватас çук», - терĕ «Александр» тулли мар обществăра тимлекен Людмила Николаева кăмăллăн.
Выльăх-чĕрлĕх тытни ял çыннин çемье бюджетне ÿстерме пулăшать. Халĕ сĕте 11 тенкĕпе туянаççĕ. Çавна май çак продукцие  сутакансем нумайланчĕç. «Сĕт хакĕ чакмасан тем пекехчĕ. Ял çынни тата хастартарах ĕçлĕ. Уй-хирте пушă выртакан çĕрсем сахалланĕç»,- теççĕ хушма хуçалăх тытакансем пĕри те тепри.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 марта 2010
00:00
Поделиться
;