Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Çăлкуçăн» çĕнĕ проекчĕ (Аслă Çĕнтерÿ: 65 çул)

Иртнĕ çул Мăн Явăшри культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» пултарулăх ушкăнĕ музыка инструменчĕсемпе, аппаратурăпа пуянланчĕ. Çакă яш-кĕрĕмĕн пултарулăхне çÿлерех çĕклеме, çынсен пушă вăхăтне усăллăрах ирттерме пулăшрĕ.
Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейĕ çывхарса килнĕ май, «Çăлкуç» ансамбле çÿрекенсем пирĕн Хĕç-пăшаллă Вăйсен мухтавĕпе чапне, совет салтакĕсен паттăрлăхне искусствăра анлă палăртас тесе «Фронтпа тыл пĕрлĕхĕнче туптаннă» литературăпа музыка композицине кăтартма хатĕрленеççĕ. Сценарие Мăн Явăшри культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Нина Васильевна Андреева хатĕрлерĕ. Ун пирки вăл акă мĕн каласа пачĕ:
- Программăри юрă-кĕвĕсене йăлтах çĕршыв хÿтĕлевçисене халалларăмăр. Унта тĕрлĕ жанрсене кĕртме тăрăшрăмăр. Премьери Аслă Çĕнтерÿ уявĕнче, вăрçă ветеранĕсене халалласа лартнă Мăн Явăшри палăк умĕнче чаплă лару-тăрура иртĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
24 марта 2010
00:00
Поделиться
;