Ăрусен çыхăнăвĕ (Аслă Çĕнтерÿ: 65 çул)
Çĕньял Хапăсри модельлĕ библиотекăра иртнĕ черетлĕ мероприяти çĕршыв историйĕн чи паллă пулăмне - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи совет халăхĕн паттăрлăхне - çынсен асĕнче ĕмĕрлĕх хăварас тĕллеве туллин пурнăçланă.
Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне халалланă кĕнеке куравĕ тахçанах ĕçлеме пуçланă кунта. Уйрăм çÿлĕкри кĕнекесемпе аслисем те, çамрăксем те кăсăклансах паллашаççĕ. Вăрçă ветеранĕсен ячĕпе шкул ачисем хатĕрленĕ уйрăм альбом та паттăрсен кун-çулне аван çутатать.
Санарпуç ял поселенийĕнче паян вăрçă участникĕсем саккăррăн пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри, Мария Яковлевна Солдатова, тĕл пулун тĕп хăни пулнă та. Аса илÿ каçне çавăн пекех тыл ĕçченĕсем Домна Моисеева, Мария Радаева тата Юлия Косяева та килнĕ. Вĕсем шкулта вĕренекенсене асаплă çулсем вăхăтĕнчи пурнăç çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă, кĕçĕннисен кăсăклă ыйтăвĕсене хуравланă. Библиотекăн çывăх тусĕ, ял хастарĕ Антонина Филимонова пĕçерсе килнĕ салтак пăттине тата кукăльсене пурте киленсе тутаннă.
Библиотека заведующийĕ Маргарита Горшкова çакнашкал мероприятисем çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парас ĕçре пысăк пулăшу панине, вĕсен историне пĕлеслĕх туртăмĕ ÿссе пынине, ăрусем хушшинчи çыхăну çирĕпленнине ырласа палăртрĕ.
"Çĕнтерÿ çуле"