Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Агроном пулма çуралнă (Район çыннисем)

Ача чухнехи ĕмĕт-тĕллев пурнăçланни - чăн пысăк телей. «Мĕн пĕчĕкренех мана çут çанталăк пуянлăхĕ тыткăнлатчĕ, тăван уй-хирти сап-сарă тырă пусси кăмăла-туйăма çĕклентеретчĕ, - терĕ Раççей ял хуçалăх центрĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕнче тимлекен Елизавета Федоровна Алексеева. - Çавăнпа та пулĕ Вăрнарти пĕрремĕш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн агроном пулас ĕмĕтпе ял хуçалăх техникумне экзаменсем тытма кайрăм. Вĕренме кĕрсен савăнăçăн вĕçĕ-хĕрри çукчĕ. Ара манăн чи пысăк ĕмĕт пурнăçланчĕ-çке! Шел пулин те хальхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ял хуçалăхĕнче вăй хурасшăн мар. Çамрăксен аçу-аннÿн ани-çаранне нихçан ан ман тенине яланах асра тытмалла».

Елизавета Федоровна хăйĕн ĕçне юратни унăн кашни сăмахĕнчен курăнать. Аслă Турă пилленĕ пулĕ ăна агроном пулма. «Елизавета Алексеева ăста, пултаруллă агроном. Ĕçе тĕплĕн пурнăçлать. Çĕнĕлĕхсене алла илме тăрăшать», - ĕçтешĕ пирки ырă сăмахсем сахал мар каларĕ Раççей ял хуçалăх центрĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Вячеслав Иванович Шашкин.

Елизавета Алексееван пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 39 çул. Ăна нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 марта 2010
00:00
Поделиться
;