Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Асăрханăр: телефон шулĕкĕсем

Раççей Шалти ĕçсен министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, кĕсье телефонĕсен хуçисем çĕр çынтан кашни пиллĕкĕшĕ ултавçăсенчен шар курнă. Шулĕксем усă куракан чи анлă сарăлнă меслетсем иккĕ. Пĕрремĕшĕ - тĕрлĕ радиостанци ячĕпе парнесем «выляттарни». Ултав схеми ансат: пĕр-пĕр çын патне паллă радиостанцирен тесе шăнкăравлаççĕ: телефон, ноутбук е автомобиль выляса илнĕ тесе савăнтараççĕ. Анчах парнесене тÿрех пырса илме çук-мĕн. «Çĕнтерÿçĕн» малтан экспресс-тÿлев карттине туянмалла та кодне шăнкăравласа пĕлтермелле. Çапла майпа картта çинчи укçа ултавçăсен аллине куçать. Лотерейăпа «выляса» илекенĕ хăйне пĕлтернĕ адреспа çитет - нимле радиостанци те, парне те çук. Кĕркунне кăна-ха акă шулĕксем «Европа плюс» радио тата «Билайн» çыхăну операторĕн  ячĕсемпе хупланса «ĕçленĕ» тĕслĕх пулнă. Тĕлĕнмелле те, ултавçăсем хăйсене тÿрĕ эфирти пекех тытнă, илемлĕ сасăпа чăн-чăн диджейсем пекех калаçнă иккен. Çавăнпа та паллă радиостанцисем хăйсене итлекенсене пĕрмаях асăрхаттараççĕ: эфирта выляттарнă парнесемшĕн укçа маларах тÿлесе хумалла мар. Апла пулин те шар курнисен шучĕ чакмасть: ноутбуклă, автомобильлĕ пулас килни илĕртет-çке.
Час-часах тĕл пулакан тепĕр ултав меслечĕ - «инкеке лекнĕ» тăвана пулăшма ыйтни. Шулĕксем пĕр-пĕр абонент патне ывăлĕн-хĕрĕн, ытти тăванĕн ячĕпе шăнкăравлаççĕ, пăлхануллă сасăпа инкеке лекни - больницăра выртни, авари пулса иртни, хĕç-пăшал е наркотик упранăшăн е урăх преступленисемшĕн милици сотрудникĕсем тытса чарни - çинчен пĕлтереççĕ. Палăртнă вырăна укçа илсе килмеллине, кама та пулин парса е ăçта та пулин хурса хăвармаллине ăнлантараççĕ.
Çынсене улталаса укçа илес текенсем темле сĕмсĕр меслетпе те усă курма именсе тăмаççĕ. Хăшĕ-пĕрисем акă чирлĕ ачана çăлма сайра тĕл пулакан юн кирли çинчен SMS-пĕлтерÿсем салатаççĕ. Пулăшас кăмăллă çын пĕлтерÿри телефонпа шăнкăравласанах унăн счечĕ çинчен 200 тенкĕ е ытларах катăлать.
Çакăн пек тĕслĕхсем те пулнă: телефонсем çине «Манăн йывăрлăхсем пур. Тархасшăн, çак номерпе шăнкăравла. Енчен те çыхăну çук-тăк, ку номер çине укçа хур та тепĕр хут шăнкăравла» текен пĕлтерÿсем килнĕ. Тĕлĕнмелле те, шăнкăравлакансем тупăнаççĕ.
Хăйсен мăшăрĕсене, çывăх çыннисене тĕрĕслесе тăрас ĕмĕтлисене те чике тăршшех лартаççĕ. Тĕрĕслеве илмелли çыннăн кĕсье телефонĕн номерне SMS-пĕлтерÿпе ярса памалла та хăвăрăн мăшăр кампа çыхăну тытнине, мĕн çинчен калаçнине пĕтĕмпех кунсерен пĕлсе тăратăр иккен. Анчах сире япăх хыпар кĕтет: пĕлтерÿ янăшăн счет çинчен 500 тенке яхăн катăлать, кăсăклантаракан информаци те çук.
Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем çакнашкал ултавçăсене тăрă шыв çине кăларма йывăррине пытармаççĕ: вĕсен «ĕç» меслечĕсем пĕрмаях çĕнелсе тăраççĕ-çке. Ан манăр: тÿлевсĕр сыр капкăнра кăна. «Парнесемпе» илĕртнине ан ĕненĕр, сирĕн  тăвансем инкеке лекни çинчен пĕлтернине тĕплĕн тĕрĕслĕр.


"Çĕнтерÿ çуле"
24 марта 2010
00:00
Поделиться
;