Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Каллех сĕт пирки (Ахрăм: «Выльăх-чĕрлĕх тытма çăмăл мар»)

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче «Выльăх-чĕрлĕх тытма çăмăл мар» статьяна вуланă хыççăн алла шур хут илтĕм, ял çыннин ĕçĕ-хĕлĕ пирки çырма шутларăм. Автор каланипе эпĕ килĕшетĕп - выльăх-чĕрлĕх усрас тесен нумай тăрăшмалла. Кăçал пирĕн çăлра та шыв сахал. Инçерех пулин те çунашкасем çине бидонсем ÿпĕнтерсе асаттепе асанне пурăннă кил еннелле куллен çул такăрлататпăр. Вĕсем хăй  вăхăтĕнче чавнă икĕ çăлĕнче те шыв пур. Юр ирĕлме тытăнчĕ те, выльăхсене мĕнле шăварас  пирки урăх пуç ватмалла пулмастех пулĕ. Анчах та тепĕр ыйту канăçсăрлантарма пуçларĕ мана: сĕт хакĕ чакса пырать-çке. Халĕ продукцие 11-12 тенкĕпе мар, 10 тенкĕ те 50 пуспа туянаççĕ. Çулла тĕлне сĕт хакĕ каллех 5 тенке çитĕ-ши;! «Мĕн тăвăн ĕнтĕ, ытлашши продукцие  сутма тиветех. Çăкăр илме те укçа кирлĕ-çке», - терĕ ман тăванăм, виçĕ ача амăшĕ. Эй, мăнтарăн ял çынни! Кĕсйинче кăшт та пулин укçа-тенкĕ пултăр тесе унăн сĕте йÿнĕ хакпах (тарамах) сутма тивет. Хресчен ĕçне хакламаннине пĕле тăруçăн ялта пурăнакан пĕрех выльăхсем валли утă хатĕрлет, хушма хуçалăха  аталантарма кредит илет, витесем çĕклет... Çĕр ĕçченĕн чăтăмлăхĕ пысăк çав. Ахăртнех, вăл малашлăха шанать, сĕт рынокĕнче лару-тăру улшăнасса çирĕп ĕненет. Çамрăксем укçа ытларах ĕçлесе илес тĕллевпе çав-çавах хуланалла туртăнаççĕ. Ман шутпа, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни тупăш кÿнине курсан чылай яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç яллă тăрăхра тĕпленсе юлма тăрăшĕ. Ырă улшăнусем пулĕç-ши;


"Çĕнтерÿ çуле"
24 марта 2010
00:00
Поделиться
;