Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Виçĕ уйăхра виçĕ çынна çаратнă (Суд тенкелĕ çинче)

Вăрнар район сучĕ вăтăрти Т.Ямщикова тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухрĕ. Вăл Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 158-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе, 2-мĕш пайĕн «в» пункчĕпе айăпланаканскер, ют пурлăха çаратнăшăн тата укçа вăрланăшăн суд тенкелĕ çине ларнă. Хăйĕн яланхи тупăш çук - ниçта та ĕçлемест, çула çитмен ачисем виççĕ.
Пĕрремĕш киревсĕр ĕçе хĕрарăм пĕлтĕрхи октябрьте тунă. Вăрнарти пĕр хваттерте хăнара пулнăскер, малти пÿлĕмре çакăнса тăракан куртка кĕсйинчен 1500 тенкĕ кăларса илнĕ.
Ноябрьте вара çакскер хăйĕн Упнерти килĕнче тепĕр хĕрарăма кĕсье телефонĕсĕр тăратса хăварнă. Тĕрĕссипе, хăни хăех «SAMSUNG SGH j-150» телефонне манса хăварнă-ха, анчах кил хуçи ăна тавăрса пама шутламан та, 1500 тенкĕпе тепĕр çынна салука панă.
Декабрĕн 7-мĕшĕнче кукăр алăллă хĕрарăм Вăрнарти пĕр хваттертен тата пысăкрах «тупăшпа» тухнă. Хальхинче унăн кĕсйине саккунсăр майпа 10000 тенкĕ çăмăллăнах кĕрсе выртнă. Ку укçана вăл кил хуçи хĕрарăмĕ сисиччен çывăрмалли пÿлĕмри çÿлĕк çинчен илсе чикнĕ.
Йĕрке хуралçисен аллине лексен, Т.Ямщикова айăпне тунман. Хăйĕн тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе судра уйрăм йĕркепе - лару ирттермесĕр - пăхса тухма ыйтнă. Суд вăл преступленисем çинчен тĕпĕ-йĕрĕпех каласа парса следстви органĕсене пулăшнине, унăн çула çитмен виçĕ ача пуррине тата теприне çуратма хатĕрленнине шута илнĕ - икĕ çул та ултă уйăхлăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
24 марта 2010
00:00
Поделиться
;